-Турккăсемпе мĕнле чĕлхепе калаçатăр?- ыйтрăм эпĕ.
- Паллах, вырăсла,- пулчĕ хурав. - Анчах эпĕ вĕсемпе турккăлла та перкелешетĕп, турккă чĕлхине ăнланма тăрăшатăп.
- Ытти вырăссем турккăлла пĕлеççĕ-и?- ыйтрăм каллех.
- Пĕлмеççĕ те, пĕлме те тăрăшмаççĕ. Кÿршĕре пурăнакан вырăс юлташа турккă чĕлхине вĕренме сĕнтĕм те вăл ку ăна кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. «Турккăсем хăйсем вырăс чĕлхине пĕлччĕр» терĕ.
«Вырăс психологийĕ çапла вăл. Ăçта пулсан та вырăс хăйĕн чĕлхине мала хурать, ытти халăх çыннисем унăн чĕлхине пĕлмелле тесе шутлать.Чикĕ леш енче те çаплах» шухăшларăм эпĕ кайран, тăванпа уйрăлсан.
Германире пулса курнă çынсем унта юлашки çулсенче вырăсла калаçни тăтăшах илтĕнни çинчен пĕлтереççĕ. Апла пулсан, вырăссем кунта та нимĕç чĕлхипе калаçмаççĕ иккен, вырăслах пуплеççĕ. Нимĕçсемпе те çав шутра. Чăвашсем çинчен сăмах хускатсан, эпир çакăн пек лару-тăрура хамăра мĕнле тыткалатпăр-ши? Ялтан тухсанах, хамăрăн чăваш чĕлхипе калаçма пăрахатпăр мар-и? Çапла. Мĕншĕн? Психологи çавнашкал пирĕн, мулкач чĕриллĕскер. Юрать-ха, юлашки саманара эпир хуласенче те чăвашла калаçма пуçларăмăр. Ку лайăх пулăм. Анчах ачасем чăваш ялĕсенчех зомбисем пек чăвашла калаçми пулса пыраççĕ, хулари чăваш ачисем пирки каламалли те çук.
Мĕншĕн çыратăп-ха çакна? Пирĕн вырăссенчен тĕслĕх илмелле, тăван чĕлхене вĕсем пек мала хума вĕренмелле. Çакă хамăра-хамăр хисеплесе çын вырăнне хума пĕлнинчен килет.
Аркадий РУСАКОВ, çыравçă.
Федоровка районĕ.