Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Декабрӗн 2020, 13:04

Çыравçă тăван тăрăхне манмасть

Кашни çын тăван тăрăхĕнчи пултаруллă та талантлă çынсемпе мăнаçланма пултарать. Кун пек чухне эпир те, Мияки тăрăхĕнче пурăнакансем, хамăрăн Василий Антонов çыравçă ятне аса илетпĕр, чылай чухне унăн кĕнекисене (вĕсем унăн 22 çитнĕ) алла тытатпăр.

Василий Сергеевич 1949 çулта Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралнă. Вырăнти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне профтехучилищĕре тăснă. Ун хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă, педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
Паянхи кун унăн юратнă ĕç, ăнланакан тата тату çемье пур. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Мăнукĕсем савăнăç парнелеççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн ентеш Иглин ялĕнче пурăнать. Тĕрлĕ енлĕ талантлă çын пултарулăх ансамбльне ертсе пынă май концерт программисем те хатĕрлет. Вăл музыкăна та литературăна юратнă пекех юратать, юрăсен сăмахĕсене çырать, баянпа калать. Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă çав.
Çырас туртăм унра шкулта вĕреннĕ чухнех çуралнă. Пĕр класра вĕренекенсене тăрăхласа шÿтлĕ сăвăсем, эпиграммăсем çырнă. Пултарулăх ĕçне çитĕнсе çитсен тытăннă та унран уйрăлшман.
Тăван тавралăха юратни, ачалăх çинчен аса илни, пурнăçăн кăмăл-сипет енĕ - акă унăн пултарулăхĕн тĕп теми. Çыравçăн хайлавĕсенчи сăнарсемпе ÿкерчĕксем тăван çĕр çинчех çуралаççĕ. Хăй кун çути курнă ялта пулнă май вăл тăван тавралăха, халăх пурнăçне тимлĕ сăнать, чĕрĕ калаçăвне итлет. Çавăнпа та вулакан Василий Антоновăн калавĕсемпе повеçĕсенчи хыра,тăкăрлăка, çынсене çăмăллăн палласа илет.
Кашни çулах Василий Сергеевич тăван ялта пулса ентешĕсемпе курса калаçать, вĕсене тата вырăнти библиотекăна хăй кĕнекисене парнелет. Унпа калаçма питĕ кăмăллă.
Патриот çыравçă тăван тăрăхне, çĕре, кунта пурăнакан çынсене чунтан тав тăвать. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенĕ пек эпир те сире, хисеплĕ Василий Сергеевич, хурçă пек çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр, пархатарлă ĕçĕр сире савăнăç çеç кÿтĕр.
Галина ЯКОВЛЕВА, вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.
Читайте нас: