Микулай çула тухсан - Турри те пĕрле. Микула историре чăн пулнă çын. Вăл 200-мĕш çул тĕлнелле Ликия çĕршывĕнчи Патра хулинче çуралнă (халĕ Турцине кĕрет). Ачаллах нумай паллă ĕçсем тунă. Çамрăклах хăйне Турă ĕçне пурнăçлама панă Христос çуралнă çĕршыва - Палестинăна кайса килнĕ. Çав çулçÿревре тинĕсри хаяр çил-тăвăла чарса матроссене вилĕмрен хăтарнă, çавăнпа та халĕ те моряксем Микулана хисепе хураççĕ, ăна хăйсен хÿтлĕхĕ тесе шутлаççĕ.
Христос тĕнне чунтан парăнса ĕçленĕшĕн кĕçех ăна Ликияри Миры хулинче архиепископ санне параççĕ. Çавăнта вăл нумай паллă ĕç тăвать.
Христиан тĕнне вăл «Святитель Архиепископ Николай Угодник, Мир Ликийских Чудотворец” ятпа кĕрсе юлать. Халăхра унăн ячĕ - Николай Угодник (Угодник - угодить, ырă тăвас). Николай Угодник ватăличченех пурăнать, декабрĕн 19-мĕшĕнче вилсен ăна Миры хулинче пытараççĕ. Çак кун - ăна асăнмалли кун.
1087 çулхи майăн 22-мĕшĕнче унăн Таса Ÿтне (мощи) Италири Бари хулине куçараççĕ. Çак кун та Николай Угоднике асăнмалли кун (День Обретения и перенесения нетленных мощей Святителя Николая Угодника). Август уйăхĕн11-мĕшĕ - Николай Угодник çуралнă кун. Çак кун кĕрхи Микула кунĕ шутланать.
Николай Угодник пирки çакăн пек калав (халап) юлнă. Пĕррехинче Николай тата Касьян священниксем вĕсен архиепископĕ темĕнле уява таса тумтирпе пыма чĕннипе çула тухнă. Кураççĕ: айлăмра пĕр çын лавĕ лачакана лакса ларнă, лешĕ çаксене пулăшма чĕнет. Касьян килĕшмест, «вараланса пĕтетпĕр”, тет. Николай пĕр сăмах чĕнмесĕр лав патне пырса хул пуççипе тĕревлет, лава тухма пулăшать. Çитсен архиепископ Микулая «Эсĕ мĕн сысна çури пек вараланса пĕтнĕ?” тет. Микулай чĕнмест. Касьян çул çинче мĕн пулнине каласа парать, «эпĕ те пулăшасшăнччĕ, анчах та эсир таса пымалла тенине аса илсен, вараланас темерĕм”, тет. Архиепископ кăшт шухăшласан, çапла калать: «Эсир иксĕр те тĕрĕс тунă. Анчах сирĕн тĕрĕслĕх пĕр пек мар. Сана, Касьян, хăвăн тĕрĕслĕхÿшĕн çынсем 4 çулта пĕрре, февралĕн 29-мĕшĕнче, асăнĕç. Сана, Николай, тĕрĕслĕхÿшĕн çынсем çулталăкра икĕ хут асăнĕç, малашне эсĕ çĕр çинче тата шывра çÿрекенсемшĕн хÿтлĕх пулăн”.
Халĕ çулсем хутшăнса пынă май, çак сăмахсен пĕлтерĕшне тин ăнланса пыратăп. Микула чунĕ çынсене пĕр-пĕрне пулăшма, тăванлашма чĕнет. Çынсене çаксем яланах кирлĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.