Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Декабрӗн 2020, 18:20

Кăшăлвирус вакцини çинчен тăватă миф

Иртнĕ эрнере Пушкăртстана, вăрах вăхăт кĕтнĕ хыççăн, «Спутник V» кăшăлвирус вакцинин иккĕмĕш партине (1200 ампула) илсе килнĕ. Прививкăна чи малтан врачсемпе учительсене, тĕрĕсрех каласан, кам çынсемпе ытларах ĕçлет, çавсене тăвĕç. Тума тивĕç вакцина нумай сăмах-юмах çуратрĕ. Халĕ хăшĕ тĕрĕс, хăшĕ йăнăш, çавна сÿтсе явăпăр.

Вакцина тÿлевсĕр!
Мошенниксенчен сыхланăр
Ку лару-тăрупа уйрăмах мошенниксем, ултавçăсем усă курса юлма тăрăшĕç. Вĕсем ватă çынсен хваттерĕсемпе çурчĕсем тăрăх çÿресе «сире юлнă вакцинăсене блатпа сутатпăр» тесе виçĕ хут хаклăрах хакпа сĕнĕç. Ан шанăр! Ун пек çынсене тĕл пулсан полицие чĕнтерĕр. Пĕрремĕшĕнчен укçăра çухататăр, иккĕмĕшĕнчен сывлăхăра сиен кÿретĕр. Вĕсем сире мĕн сĕнессине никам та пĕлмест.
Кăшăлвирус прививки - тÿлевсĕр. Ун пирки патшалăх пуçлăхĕ те пĕр хутчен çеç мар пĕлтерчĕ. Вакцина икĕ е пилĕк пин тăрать тесе çырни - патшалăх ăна çак хака парса производительсенчен туянать тенине пĕлтерет. Сирĕн пĕр пус та тÿлемелле мар.
Массăллă вакцинаци тума вăхăт çитсен (ку пулăм вăрахламасăр пулать), кăмăл пуррисене пурне те укол тăваççĕ, анчах патшалăх поликлиникисенче çеç! Инъекцисене уйрăм условисенче упраççĕ. Вĕсене сентре çинчи курупкана хурса ахаль çеç усрама юрамасть. Çавăнпа та «тăрса юлнă» вакцинăсем пулма пултараймаççĕ. Пур ампула та хута каять.
Хăвăра улталама ан парăр. Асăннă материала вуласа тухнă хыççăн мĕн пĕлнине тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене, уйрăмах ватă çынсене пĕлтерĕр
Вакцина тунă хыççăн пĕр уйăх ытла
алкоголь шĕвекĕ ĕçме юрамасть
Чăн та, пĕр вăхăт «укол тунă хыççăн 21 кун ĕçме юрамасть, вакцина иккĕ пулнă пирки «типĕ саккун» 42 кунах тăсăлать» текен информаци сарăлнăччĕ. «Часах Çĕнĕ çул çитет» тесе вакцинаци тума ушкăнĕпех хирĕçленĕ тĕслĕхсем Пушкăртстанра пулман мар.
«Спутник V» вакцинăна туса кăларакансем сăмах урăххи пирки пыни çинчен ăнлантарчĕç.
- Сăмах вакцинаци вăхăтĕнче пачах та ĕçме юраманни çинчен пымасть! Иммунитет çирĕпленсе çиттĕр тесен спирт тытăмлă шĕвексем ĕçессине чакармалла. Çакă прививкăсем тунă хыççăн паракан йăлана кĕнĕ сĕнÿ. Çапах та кашни укол хыççăн виçĕ кун алкоголь ĕçмессе хытарсах калатпăр, - пĕлтернĕ Гамалеи ячĕллĕ наукăпа тĕпчев центрĕн директорĕ, Раççей Академи наукисен академикĕ Александр Гинцбург.
Прививка хыççăн çынсем чирлеççĕ
«Спутник V» - COVID-19ра хирĕç тумалли тĕнчере пĕрремĕш вакцина. РФ Сывлăх сыхлав министерстви ăна август уйăхĕн варринче регистрациленĕ. Препарата Н.Ф. Гамалея ячĕллĕ эпидемиологипе микробиологи Наци тĕпчев центрĕ хатĕрленĕ. Çулла 18-60 çулхи хăй ирĕкĕпе прививка тума килĕшнĕ çынсем çинче икĕ тĕпчев тапхăрĕ иртнĕ. Каярах вĕсен чире хирĕç антителасем çирĕпленнĕ.
Пĕрремĕшĕнчен, инъекци хыççăн грипп вăхăтĕнчи пек температура хăпарма, шăнтма пуçлать. Ку - организмăн йăлана кĕнĕ хуравĕ. Çакă темиçе кунтан иртсе каять. Малтанхи икĕ тапхăр вăхăтĕнче нумай пациент чирленĕ. Кунта ним тĕлĕнмелли те çук. Йĕрке тăрăх, хăй ирĕкĕпе прививка тума килĕшнисенчен пĕр пайне чăн-чăн прививка мар, «пушă» укол (медицина терминĕпе плацебо теççĕ) анчах тунă. Ытларах «пушă» укол тунисем чирленĕ. Вакцинăн икĕ компоненчĕпе прививка тунисенчен 0,5% чирленĕ. Çакă питĕ лайăх кăтарту шутланать. Кун пирки Раççей сывлăх сыхлав министрĕн советникĕ Сергей Глаголев каласа панă.
Мана вакцина кирлĕ мар. Эпĕ чирлесе ирттертĕм, манăн чире хирĕç антителасем пур
Юлашки кăтартусем тăрăх, G класс шутне кĕрекен антителасем пилĕк-ултă уйăх сыхланаççĕ, хăшĕ-пĕрисем тата та сахалрах. Çакă пĕрре чирленисем тата та чирлеме пултараççĕ тенине пĕлтерет. Чирлеççĕ те!
Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова пĕлтернĕ тăрăх, çыннăн антителасен титрĕ чакни вăл хÿтĕлевсĕр тенине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен иммунитета аса илтерекен клеткăсем сыхланса юлаççĕ. Кирлĕ пулсан, антителасем çĕнĕрен çирĕпленме пултараççĕ.
Антителасем (LgM тата LgG), вĕсен титрĕн шучĕ пурри организм COVID-19 вируспа тĕл пулнине пĕлтерет. Иммунитет çирĕпленнине мар.
Прививка тума кăмăлăр çук пулсан, ирĕк хăвăрта! Чаракан çук.
Прививкăна епле тĕрĕс тăваççĕ?
- Инъекцие икĕ хутчен тăваççĕ. Пĕрремĕш прививка хыççăн хÿтĕлекен антителасем аталанма тытăнаççĕ. Иккĕмĕш хыççăн çирĕпленеççĕ, çирĕпрех тата вăрахрах иммунитет аталанать.
- Вакцинаци умĕн пурне те терапевт пăхса тухать. Вакцинăна 18 çула çитичченхи ачасене, утмăл çултан иртнисене, йывăрлă тата кăкăр çитерекен хĕрарăмсене тумаççĕ. Çивĕч инфекци чирĕсемпе чирлекенсене, вакцина компоненчĕсене уйрăмах çивĕч туякансене, шала кайнă чирсем çивĕчленнипе аптăракансене прививка тума юрамасть. Пĕрремĕш вакцинăна йывăрпа чăтса ирттернисене иккĕмĕшне тумаççĕ.
- Вакцинаци хыççăн виçĕ кун алкоголь ĕçме, йывăр ĕçсем тума, прививка вырăнне йĕпетме, мунчана тата саунăна кайма юрамасть.
ПР «Республика
Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: