Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Декабрӗн 2020, 18:28

Раççей президенчĕ кĕске вăхăтра апат-çимĕç хакне чакарма хушнă

«Çак ыйтăва эрне хушшинче татса пама ыйтатăп! Паян тата ыран мар, тепĕр кунхине калаçса татăлнисене пĕтĕмлетме тепĕр эрне пуçланнă тĕле кирлĕ документсемпе çирĕплетсе парăр»‚ - тенĕ Владимир Путин декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче экономика ыйтăвĕсемпе иртнĕ канашлура.

Çĕршыв пуçлăхĕ каланă тăрăх‚ пĕтĕм тĕнчере ытларах ÿсен-тăран çăвĕн хакĕ 30‚8% ÿснĕ. Раççейре вара асăннă апат-çимĕç хакĕ 23‚8 % çĕкленнĕ.
- Апла пулсан хаксене тата ÿстерме пулать. Тĕш тырăсен хакне 19‚9 процента çитермелле-и? Пирĕн патра макарон йышши çимĕçсем 10‚5%‚ çăкăр-булка 6% ÿснĕ. Çакна çийĕнчех чармансан‚ хаксем малашне те хăпарĕç. Эсир экспортерсемпе тата производительсемпе ĕçлерĕмĕр тесе мана юмахсем каласа паратăр. Кунта эсир ĕçлени курăнмасть. Çавăнпа тухăçлă мерăсем йышăнасса‚ çывăх вăхăтра ырă улшăнусем пуласса шанатăп‚ - тенĕ Раççей президенчĕ.
Çавăн пекех В.Путин макарон йышши çимĕçсен‚ сахăр песукĕн тата çăнăх хакĕсене ÿстермелле маррине те палăртнă.
Раççей президенчĕн сăмахĕсем тăрăх‚ хаксем ÿсни кăшăлвирус пандемипе тата производство шайĕпе мар‚ экономика сăлтавĕпе çыхăннă. Апла пулсан влаçсем çакăн пек лару-тăрăва вăхăтлă тимлĕх уйăрмалла.
Экономика канашлăвĕнче влаç структурисем сахăр песукĕн хакĕ ÿснине çирĕплетни‚ çак енпе тавар производителĕсемпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен Раççей Ял хуçалăх министерствин пуçлăхĕ Дмитрий Патрушев пĕлтернĕ.
- Виçĕ эрне хушши сахăр песукĕн хакĕ чакнине куратпăр‚ - ăнлантарса панă министр.
Çав вăхăтрах В.Путин макарон йышши çимĕçсен хакĕ 10‚5% хăпарни‚ вăл тата ÿсни çинчен палăртнă.
- Кăçал лайăх тухăç пулнине шута илсен çакăн пек тума юрамасть. Çакă сахăр песукĕн хакне те пырса тивет. Унăн хакĕ чакрĕ. Анчах эсир тавар калăпăшĕ çĕршывра пурăнакансене усă курма çителĕклĕ тесе каларăр. Апла пулсан‚ унпа усă курар‚ - тенĕ Владимир Путин.
Çĕршыв пуçлăхĕ макарон йышши çимĕçсен хакĕ ÿснине ăнлантарса панă чух çапла каланă: «Пирĕн граждансен ытларах пайĕ‚ Мускавпа Петербургра, паллах, болоньезе заказ тăваççĕ‚ по-флотски текен макарон çиеççĕ. Итали туса кăларнине мар‚ хамăрăннех».
В.Путин çăнăх хакĕ 13% ÿснине те палăртнă.
- Çăнăха ют çĕршывсене экспорта кам илсе тухнине пĕлместĕп-им? Эсир те пĕлетĕр, - асăрхаттарнă вăл. - Кунта ыйтăва вăхăтлă пăхса тухасси çинчен сăмах пырать.
Раççей президенчĕ РФ Экономика аталанăвĕ министерстви пуçлăхĕн Максим Решетниковăн ĕçне‚ тĕп апат-çимĕç хакĕсемпе «эксперимент» тунăшăн, вăйлă питленĕ.
- Çынсем çитмен пурнăçпа пурăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен кирлĕ апат-çимĕçе туянма та укçа-тенкĕ çук. Эсир ăçта пăхатăр? Çак ыйту кăсăклантарать те. Шÿтлеме кирлĕ мар! Ĕçсĕр юлнă çынсен шучĕ ÿсет‚ тупăшсем чакаççĕ‚ куллен кирлĕ апат-çимĕç хакĕ ÿсет - эсир вара юмахсем каласа паратăр‚ - Решетников тунă доклада хирĕç хуравланă президент. - Хĕвел çаврăнăш çăвĕ пирки мĕн сĕнетĕр? Тĕп продуктшăн тÿлев кĕртесшĕн? Хăш апат-çимĕçе пошлина хурасшăн? Хăçанччен эсир экспериментсем ирттерме палăртатăр? Эпĕ çакна ăнланасшăн.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: