Хальхи вăхăтра çул çинче инкеке лекес мар тесен питĕ те асăрхануллă пулмалла. Çавăн пирки садикре воспитательсем ачасемпе çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ, маларах иртнĕ темăсене тăтăшах аса илеççĕ, вĕсене çирĕплетсе тăраççĕ. Кашни ушкăнра çул-йĕр правилисемпе паллашмалли ятарлă кĕтессем уйăрнă. Унта ачасем валли тĕрлĕ сĕтел çи вăййисем, кĕнекесем, ÿкерчĕксем, çул çинче асăрхаттаракан паллăсемпе светофор макечĕсем пур. Унсăр пуçне воспитательсем шăпăрлансемпе тĕрлĕ калаçусемпе занятисем, асăннă темăна халалланă мероприятисем ирттереççĕ. Уçăлма тухнă чух та час-часах ача садĕнчен инçех мар иртекен çул патне сăнама çÿреççĕ. Унта çул хĕррипе вырнаçтарнă паллăсемпе, çул урлă çуран каçмалли вырăнпа (зебра) паллашаççĕ, çул çинче выляма юраманни çинчен пĕлеççĕ. Воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе те калаçу ирттереççĕ, ачисен тумтирĕсем çине çутă ÿкекен паллăсем çакмалли çинчен асăрхаттараççĕ.
Çак темăпа тĕплĕн те тарăн ĕçленине пула ачасем мĕн пĕчĕкренех çул çинче питĕ асăрхануллă пулмаллине асра тытаççĕ.
Ирина ТИМОФЕЕВА, ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ.