Пур хыпар та
Общие статьи
16 Декабрӗн 2020, 18:10

Çтерлĕ хулинче чăваш тĕррин уявĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш тĕррин уявне ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттересси çинчен калакан хушăва 2020 çулхи октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Çĕнĕ уява халăхăн эткерлĕхне кĕрекен чăваш тĕррине сыхласа хăварас тĕллевпе йышăннă.

Чăваш тĕрри анлă сарăлнă халăх ĕçлев ÿнерĕ шутланать. Хĕрсемпе хĕрарăмсем мĕн авалтан тĕрленĕ. Тĕрĕсемпе хĕрарăмпа арçын кĕписене, тутăрсене, саппунсемпе чĕр çиттисене илемлетнĕ. Чăваш тĕррин эрешĕнче хĕрлĕ, ылтăн, симĕс, сенкер, шурă тĕссемпе усă кураççĕ.
Тĕрлĕ этнографи ушкăнĕсен чăваш тĕррин композицийĕ, кĕввипе техники пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Нумаях пулмасть эпир, Çтерлĕ хулинчи чăвашсем те, Чăваш тĕррин кунне паллă турăмăр. Улттăмĕш номерлĕ библиотекăн заведующийĕ Валентина Зорина этнографи куравне йĕркелерĕ.
Нумай çул географи учителĕ пулса ĕçленĕ Зоя Тимофеева ача чухнех тĕрĕ çинчен мĕн пĕлнине аса илчĕ тата мастер-класс ирттерчĕ. «Эреш» ушкăна çÿрекен Надежда Степанова сцена çине тухса калани пурин кăмăлне те кайрĕ. Вăл чăваш наци тумĕнчи паллăсемпе эрешсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ, кашнинех сыхлав паллисем (оберегсем) парнелерĕ.
Уяв «Эреш» фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе вĕçленчĕ. Мероприятие Çтерлĕ хулинчи чăвашсен Канашĕн уйрăмĕ пуçарнипе йĕркелерĕç.
Анна НИКИФОРОВА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: