Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Декабрӗн 2020, 17:25

Çунакан путевка

Мана профком председателне суйласа лартнă хыççăн пĕр эрнеренех асар-писер япала пуçланса кайрĕ. Профсоюз райкомĕнчен шăнкăравларĕç. «Курорт путевки уйăрса паратпăр, - теççĕ. - Чи тивĕçлĕ çынна парăр».

Профком пуçтартăм, канашлатпăр. Мила Петровна (ку манăн заместитель) путевка Сочине каймалли пулнине пĕлсен, аллисене кăкăрĕ çине хурса куçĕсене хупрĕ те ирĕлсех кайрĕ: «Ах, халĕ унта кипариссем тĕлĕреççĕ, магноли çеçкене ларать…» «Ан та кала, - теççĕ профком членĕсем. - Кăнтăр хĕвелĕ айĕнче тинĕс хĕрринчи вак чул çинче хĕртĕнес телей кама лекĕ-ши?».
Кама телейлĕ тăвасси паян пирĕнтен килет-ха. Ку енĕпе эпир, хамăра, улпутсем шайĕнчех туятпăр. Анчах..
- Мĕн тери сумлă путевка! Ăна кама парасси пирки колхоз председателĕпе канаш тытмаллах пирĕн, - ассăн сывлать Мила Петровна. Вара эпир пĕтĕм ушкăнĕпех кĕпĕрленсе Акакий Акимович пÿлĕмне кĕрсе тăтăмăр. Çапла та, çапла, тетпĕр, çак путевкăпа рай курма чи тивĕçлĕ çынна ăсатасчĕ, тетпĕр.
Акимыч шухăша путрĕ.
- Нуккă, - тет вăл мана, - пăхса ил-ха, графикпе çак кунсенче кам отпуска тухмалла?
Эпĕ папкăна уçатăп.
- Хрисанов…
- Аскăн! Хĕрарăм тесен пуçне парать. СПИД çаклатса таврăнсан яла тĕп тăвать вĕт. Ку кандидатура çывăха та пымасть! - татса хурать председатель.
- Тарасов …
- Çав ĕçкĕç-и? Каймасть. Унăн курорчĕ - урăлмалли çурт.
- Хурачуров…
- Колхозра ун пек лÿпперри çук! Аякра тăтăр!
- Упшуров…
- Ĕнер кăна арăмĕпе çапăçнă - çавăншăн парнелемелле-и?
- Çу-ук.
- Хмылев…
- Пĕлтĕр фермăран лавĕпех утă вăрласа таврăннăшăн-и? Курорта мар, тĕрмене ăсатмалла ăна.
- Вăт, çывăхри икĕ уйăхра вĕсемсĕр пуçне отпуска тухакансем урăх çук.
- Апла, - тет Акимыч, - хăшне-хăшне черетсĕрех отпуск пама тивет. Çыр: Ершов - пĕрре. Вăл пĕлтĕр комбайнпа пуринчен те ытларах тырă çапса илчĕ. Шевелева - иккĕ. Малта пыракан доярка. Супонькина - виççĕ. Пĕччен колхоза çур гектар сухан çитĕнтерсе парать. Хромкин, Лемдясов… Суйламалăх пулчĕ-и? Çитрĕ апла, кирек хăшне ярăр. Все, - ал лаппине сĕтеле шаплаттарчĕ Акимыч. Ку вăл сăмах вĕçленнине пĕлтерекен япала ĕнтĕ.
Эпир пÿлĕмрен тухрăмăр. Профком членĕсем ман еннелле куç сĕлтеççĕ: «Эпир сана суйламалăх кандидатурăсем сĕнтĕмĕр, тавай, профком председателĕ пулса ĕçе вĕçне çитер». «Мана мĕн, - тетĕп, - сирĕнтен риза («килĕшÿ») пултăр».
Кăшт самантран Ершовпа тĕл пултăм.
- Ташла, тусăм, - тетĕп, - сана сюрприз кĕтет! Пĕлес килет-и? Сочине путевка паратпăр сана, вăт!
- Эсĕ мĕн, Йăкăнат, тилпĕрен çимен пулĕ-çке? - чалăшшăн пăхать ман çине Ершов. - Уй-хирте ĕççи тапса тăрать те, ман Сочине каймалла-и? Мана наян тетĕн-им? Кăш кунтан!
«Вăт ухмах-тăк ухмах, - хам ăшра ятлатăп Ершова. - Магнолиллĕ-кипарислă район парăнать. Пăрăн атя! Сансăр пуçне кандидатсем авă мĕн чухлĕ ман: шăхăр кăна - путевкăна алăран туртса илĕç».
Шевелевăна «шăхăрса» пăхрăм - унпа та ĕç тухмарĕ-ха: хĕрне качча пама хатĕрленнĕ иккен, Сочи пирки ан та калаç. Супонькина та путевкăна туртса илме васкамарĕ: хайсем аякри хăнине кĕтеççĕ имĕш. Хромкин хунĕшĕпе мунча пуралама тытăннă та, вăл та алă сулчĕ. Лемдясовăн арăмĕ кĕç-вĕç çуратмалла - ăçта пăрахса кайăн!
Эпĕ каллех Акимыч патне: çапла та çапла.
- А, апла пулсан Хмылевах яр, айăпа кĕни çулталăк иртрĕ.
Хмылевĕ: «Эп Çтерлĕ шывĕн леш енчи çарана арендăна илнине пĕлместĕн-им? - тет. - Манăн пуçра халь Сочи валли вырăн çук!».
- Леш, арăмне хĕнекеннине сĕнсе пăх, - ăс парать Акимыч.
Манăн сĕнĕве илтсен, Упшуров арăмĕ ман çине сиксех ларатчĕ: «Вăл ĕнер мана хĕнени çитмест, халь эсир ăна манран вуçех уйăрса ярасшăн!» тесе пăскăртать.
- Эпĕ, - тет Хурачуровĕ, - кунта та хырăма Сочиринчен кая мар хĕртетĕп.
- Тарасовах ямалла пулать апла, - ĕнсине хыçать Акимыч. - Кăнтăра ярса укçине пĕтерттерсен йĕмне сутсах ĕçеймĕ-ха.
- Мĕн, путевкуна ниçта чикейместĕн-им? - шăртне çĕклет Тарасов. - Ялĕпе сĕнсе çÿренине пĕлетпĕр эпир. Ĕçме юрататăп тесе, мĕн, эпĕ уншăнах çынран катăк-им? Ниçта та каймастăп. Çул çинче укçа тăкса çÿриччен…
- Хрисанов юлчĕ-и? Кайтăр апла, - алă сулать Акимыч. - СПИДпа таврăнса пăхтăр-ха, колхозран кăларса сирпĕтетĕп!
Хрисановĕ савăнсах ÿкрĕ пек тата.
- Ма каяс мар, каяс! - тет. Унтан, кăштах шăпăрт тăрсан: тульккĕ мана пĕр путевка çырлахтармасть, иккĕ кирлĕ. Акимыч хĕрне те илсе каятăп. Унпала ман, пĕлетĕн-и?..
Паллах, Акимыча эпĕ Хрисанов сăмахĕсене пĕтĕмпех каласа пама хăю çитереймерĕм. «Килĕшмест Хрисанов та - вçо».
- Апла ку ыйтăва хăвăрах татса парăр, - терĕ Акимыч. - Профком пур çинче колхоз председатĕлĕн пуçа ватмалла-и?!
Эпир, профкомрисем, халăха вырăнти радио урлă та илĕртсе пăхрăмăр: «Сире Сочи кĕтет, унта райри пек илемлĕ: кипариссем тĕлĕрсе лараççĕ, магноли çеçке çурать, тинĕс хумĕсем ăмăртмалла выляççĕ».
Çук, килĕшекенсем тупăнмарĕç.
Тепĕр хут профком пухрăм.
- Хам кайнă пулăттăм, анчах пĕрре пулнă та тепĕр хут путевка ыйтма аван мар, - тет Мила Петровна. - Унта кайма халь укçи-тенки те тем чухлех кирлĕ…
- Çавă çав … Эпĕ те пулса курнă…
- Эпĕ те…
Черет ман пата çитрĕ. Профком членĕсенчен Сочире пулса курманни эпĕ çеç иккен. Хамсăр пуçне пурте манăн кандидатурăшăн сасăларĕç вара.
Мĕн тăвăн, кайма тиврĕ. Атту путевка çунса каять-çке.
Тепĕр эрнерен арăмран çыру илтĕм. «Ялта асар-писер сăмах çÿрет» тет. «Кăсăя Йăкăначĕ - эпĕ ĕнтĕ - профком председателĕн пуканĕ çине ларнă-ларман çынна парас путевкăна хăй сăптăрса илнĕ те, халь Сочире хитре хĕрарăмсем хушшинче хырăмне хĕртсе выртать», - теççĕ-мĕн.
Эх, пĕлнĕ пулсан! Çунакан япала кăвак çулăмпах çунса кайтăрччĕ. Халь вара ман хамăн Сочи хĕвелĕпе çунма тивет.
Виталий ЕНĔШ.
Читайте нас: