Çăлкуç шывĕ пек тапса тăракан вай-хăват, иксĕлми телей, çирĕп сывлăх сунатпăр. Мĕнпур ĕмĕтÿ пурнăçа кĕтĕр санăн, кĕреке тулли тус-тăван пултăр, сĕтел çийĕ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр, çын хушшинчи хисеп ан иксĕлтĕр. Пирĕн, санăн çывăх çыннусен, юратăвĕпе тимлĕхĕ вара куллен телей те савăнăç кÿрсе тăччăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Аннемĕр, пурăн ĕмĕр сывă
Пире тĕрек те вăй-хăват парса.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем тата çывăх тăванĕсем.