Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Декабрӗн 2020, 18:15

Вун виççе айăплар мар

Эпир 13 хисепе юратсах каймастпăр. Çапах та унра ним айăпĕ те çук. Вăл çын кевтин (кĕлеткин) пайĕ пек. Кĕлеткен пĕр-пĕр пайĕ çитмест пулсан этем кăлтăклă курăнать. Çавăн пекех хисепсен ретĕнчи 13 цифрăна кăларса пăрахсан вĕсен йышăннă йĕрки пăсăлать. «Эсир 13 хисеп çине еплерех пăхатăр?» текен ыйтăва чылай пĕлĕше патăм. Ытларах пайĕ сÿрĕккĕн пăхаççĕ. Пĕрисем юратмаççĕ ăна, теприсем вара чун-чĕререн кăмăллаççĕ.

«Вун виççĕ - манăн чи юратнă хисеп, - терĕ пĕр пĕлĕшĕм. - Мана шкулта, институтра экзамен тытнă чух ялан тенĕ пекех 13-мĕш билет лекетчĕ. (Вăл икĕ институт пĕтернĕ - авт.). Экзаменсене хатĕрленнĕ чухне чи малтан пĕрремĕш, унтан вун виççĕмĕш билетсене вĕренеттĕмччĕ. Яланах пиллĕк илеттĕмччĕ. Пĕрле вĕренекенсем те тĕлĕнетчĕç çапла пулнăшăн. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Эпĕ халĕ çемьеллĕ. Икĕ ывăлăм пур. Вĕсене иккĕшне те çуратиччен 13-мĕш числора аптра пуçларăм. Асли февраль уйăхĕн, кĕçĕнни ноябрĕн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килчĕç. Ĕçлеме тытăнсан та пĕрремĕш шалу укçи 13 пин илтĕм. Халĕ мăшăршăн та 13 юратнă хисепсенчен пĕри. Сăмах май, савнă мăшăрпа тăхăр çул пĕр класрах вĕреннĕ эпир».
«Эпир февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче 13 сехетре (кăнтăрла иртни пĕррере) çырăнтăмăр, çемье çавăрнă хута алла илтĕмĕр. (Çак кун мăшăрлану çуртĕнче урăх пĕр мăшăр та хут уйăрттарман). Сăмах май, çак çул пирĕн хыççăн ялта тата сакăр туй пулчĕ. «Сирĕн аллăр çăмăл пулчĕ» тесе аса илеççĕ çав çул пĕрлешнĕ мăшăрсем. Унтанпа вунă çул иртрĕ те. Çав çул çемье çавăрнисем пурте йĕркеллех пурăнаççĕ. Ĕçлеççĕ, харпăр хăй ачисене çитĕнтереççĕ.
«Манăн хуняма 1932 çулхи апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Çак ÿсĕмри ытти ачасем пекех хура-шура чылай курнă вăл. Ачаллах тăлăха юлнă пулин те ăна телейсĕр тесе калаймăн. Хуняçапа (мăшăрĕпе) пилĕк ача ÿстернĕ. Кашни ачине пысăк туй туса хăйсен çемйисемпе пурăнма пилленĕ. Пилĕк ачинчен тăваттăшĕ тăван ялтах пурăнаççĕ. Ман мăшăр - вĕсен кĕçĕн ывăлĕ. Пирĕн аслă хĕр те хунямапа пĕр кунрах, апрель уйăхĕн 13- мĕшĕнче çуралчĕ. Халĕ хĕрĕм хăй икĕ хут анне. Вĕсен ывăлпа хĕр çитĕнет».
«Пирĕн кĕрÿ апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрпе 2013 çулта пĕрлешрĕç. Çак çулах пире мăнук парнелерĕç. Мăнукăм, ашшĕ пекех, Çĕлен çулĕнче çут тĕнчене килчĕ. Вун виççĕмĕш хисепе эпир телей кÿрекеннисен шутне кĕртетпĕр. Мĕншĕн тесен вун виççĕмĕш çул кукаçи-кукамай пулса тăтăмăр».
Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралнă ялти тепĕр икĕ арçын питĕ пултаруллă та тăрăшуллă, йĕркеллĕ ачасем пулнине асăнса хăварас килет. Пĕри çемьеллĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстерчĕç. Халĕ мăнукĕ çитĕнет. Пит хитре хуçалăх тытса пурăнаççĕ. Кил хуçи ялтах ĕçлет. Тепри çамрăкрах-ха. Вăл аслă шкулта вĕренет. Хальхи вăхăтра 3-мĕш курсра дистанци мелĕпе пĕлÿ илет, ялта амăшĕпе пурăнать.
Тепĕр çывăх çыннăмăр 1977 çулхи январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче качча кайнă. Анчах мăшăрĕ вăрахламасăрах ĕçкĕçе çаврăннă, хĕрарăм çине час-час алă çĕкленĕ. Пурнăç чĕр тамăка çаврăннă. Çичĕ çултан, икĕ ачаллă пулсан, хăйĕн тăван килне каялла таврăнма тивнĕ. Çемье арканнă.
- Кам пĕлет, тăван киле таврăнни, тен, аван та пулчĕ пулĕ? Ĕçкĕпе иртĕхекен, хĕрарăма пĕрмай кÿрентерекен йĕркесĕр арçынпа телейлĕ ачасем те ÿсеймĕччĕç. Капла ик ачана та ура çине тăратрăм. Вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшрăм. Иккĕш те пысăк туй тусах çемье çавăрчĕç. Халĕ ачасемпе мăнуксемшĕн хĕпĕртесе пурăнатăп, - тет çывăх çыннăм.
13 хисеппе çыхăннисен хушшинче телейлисем чылайрах пулчĕç. Апла пулсан, вун виççе пĕртте айăпламалла мар пулĕ.
Вера БОРЦОВА,
Пелепей хулинчи 2№
ача садĕнчи воспитатель.
Читайте нас: