Медицина учрежденине хута яма республика бюджетĕнчен 2,19 млрд тенкĕ нухрат уйăрнă. Çав шутра строительствăпа монтаж ĕçĕсем тума - 1,4 млрд тенкĕ, медицина тата ытти хатĕрсем, сĕтел-пукан,тĕрлĕ инвентарь туянма 795,6 млн тенкĕ тăкакланă. Строительсемпе медицина ĕçченĕсене саламлама Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров, Раççей сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Евгений Камкин, РФ Федераци Канашĕн социаллă политика комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Рязанский, ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров, регион пуçлăхĕн администраци ертÿçи Александр Сидякин килсе çитнĕ
- Çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх сиксе тухсан эпир çакăн пек паянхи кун ыйтакан больницăсене хăвăрт та паха, пĕлсе тума пултаратпăр. Кăçалхи çул пĕтĕмĕшле йывăр пулчĕ, бюджет çине те пысăк тиев пулни куç умĕнче. Апла пулин те эпир нихçанхинчен ытларах сывлăх сыхлав объекчĕсене хăпартрăмăр: онкологи диспансерĕн хирурги корпусне туса пĕтертĕмĕр, кардиологи диспансерĕнче строительство ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ, ачасен гематологипе онкологи центрне тума тытăнтăмăр, республикăри клиника больницин тата икĕ районта поликлиникăсем çĕкленеççĕ, 100 фельдшерпе акушер пункчĕ туса пĕтернĕ, хоспис хăпартатпăр. Пирĕн умра - пысăк плансем. Раççей президенчĕ тата правительстви йышăннипе 2025 çулччен республика пĕрремĕш медицина звенине аталантарма 16 млрд тенкĕ илĕ. Çакă пирĕн сывлăх сыхлав тытăмне чылай çирĕплетĕ. Эпир пандеми хыççăн хавшаса юлмалла мар, пирĕн вăйлă та шанчăкла пулмалла,- тенĕ Радий Хабиров объекта уçнă чухне.
Вăл тухтăрсемпе медицина сестрисене, мĕнпур шур халатлă çынсене хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕшĕн, хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тав тунă. Çавăн пекех регион пуçлăхĕ строительсене тав сăмахĕсем каланă. Вĕсем кĕске вăхăт хушшинче паянхи кун ыйтакан центра туса пĕтернĕ тата урăх регионсенчи ĕçтешĕсене çакăн евĕр госпитальсем хăпартма пулăшаççĕ.
Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко тухтăрсемпе тата строительсемпе видиокалаçу ирттернĕ май, паянхи кун çакăн пек объектсем питĕ кирлине палăртнă.
- Çтерлĕри госпиталь, хăйĕн «асла пиччĕшĕ» пекех хăвăрт та паха çĕкленнĕ, ăна кăшăлвируспа чирлекенсене сиплеме кирлĕ мĕнпур хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Чи кирли – кунта ăста та пысăк квалификациллĕ медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ,- пĕтĕмлетÿ тунă федераллă министр.
Раççей сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Евгений Камкин сăмахĕ тăрăх çĕнĕ центра хута яни сиплев вырăнĕсене ÿçтерме май парать. Паянхи йывăр лару-тăрура çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Савăнăçлă церемони вĕçĕнче Пушкăртстан пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсемпе строительсене патшалăх наградисем парса чысланă. Çичĕ çын РФ сывлăх сыхлав министрĕн çумĕн аллинчен «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлав отличникĕ» палла илнĕ. Инфекци центрне уçнă хыççăн пысăк хăнасем ковид-госпиталĕн корпусĕпе паллашнă. Вăл пациентсене йышăнма хатĕр.
Пĕтĕмĕшле çĕнĕ больницăн хăвачĕ 74 бокслă палатăсемпе танлашать. Ĕçлекен персонал шучĕ 400 çынна çитет. Вĕсенчен – 136 тухтăр, 152 медицина сестри хăйсен тивĕçне пурнăçлĕç.