Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Декабрӗн 2020, 13:45

Чăваш хĕрарăмне - М. Акмулла премийĕ

Пушкăртстан пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿлĕн декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пушкăрт чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Уява пушкăрт халăхне çутта кăларакан паллă чĕлхеçĕ Мифтахетдин Акмуллан çуралнă кунĕпе çыхăнтарнă.

М.Акмулла Мияки районĕнчи Туксанбай ялĕнче çуралнă. Кăçал вăл çут тĕнчене килнĕренпе 189 çул çитрĕ. Унăн çуралнă кунне халалласа тăван ялĕнче яланах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ытти çулсенчи пекех кăçал та пултаруллă ентешне чысласа унăн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Унта Мияки район администрацийĕн информаципе право уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Н. Сахапова, культура уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Н. Иркабаева, Енебей-Урсаево ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Т. Лутфуллин хутшăнчĕç.

Малалла мероприяти ялти культура çуртне куçрĕ. Кунта Пушкăрт чĕлхи çулне халалласа ятарлă курав йĕркеленине те палăртмалла.

Çыравçăсене, наукăпа ÿнер деятелĕсене, журналистсене хавхалантарас тĕллевпе Мияки район администрацийĕ 1989 çултанпа пушкăрт халăх поэчĕн тата çутта кăлараканĕн М.Акмуллан премине пама йышăннă. Вăтăр пĕр çул хушшинче ăна сахал мар çыравçă, художник, культура ĕçченĕ тивĕçнĕ. Кăçал М.Акмулла ячĕллĕ вăтăр иккĕмĕш премине ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, Мияки районĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, общество хастарĕ, М.Акмулла ячĕллĕ премие пуçарса ярас ĕçе хутшăннисенчен пĕри, М.Акмулла премине тивĕçнĕ лауреатсем çинчен сборник хатĕрленĕ Зоя Степанована парса чысларĕç.

Хисеплĕ премие тивĕçнĕ Зоя Петровнăна Мияки район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Атангулова, 1994 çулта Акмулла премийĕн лауреачĕ пулнă РФ тата ПР тава тивĕçлĕ художник Риф Абдулин, 2000 çулхи преми лауреачĕ Гульфия Юнусова поэтесса, 2017 çулхи преми лауреачĕ, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Вакиль Мурзин композитор, Енебей-Урсаево ял Канашĕн пуçлăхĕ Тимерьян Лутфуллин, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов, «Пушкăртстанри вырăссен Соборĕн» вырăнти уйрăмĕн председателĕ Надежда Сайранова, вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçи Ханиф Мусин саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Мияки районĕ.
Читайте нас: