Хĕл Мучи пуррине ĕненетĕр-и?
Çулталăкри чи кĕтнĕ те асамлă уяв çывхарать. Çĕнĕ çула‚ Хĕл Мучипе Юр пикене чăтăмсăррăн кĕтекенсем вара - ачасем. Эпир, çитĕннисем, Хĕл Мучине тахçанах ĕненме пăрахнă. Анчах психологсем пĕлтернĕ тăрăх, Хĕл Мучи пуррине шанакан ачасен пурнăçĕ ĕненменнисенчен чылай хаваслăрах та илемлĕрех иккен. Çавăнпа пĕчĕкскерсене асамлăха шанма вĕрентмелле...