Хур çăвĕ чăн-чăн (натуральный) сиплев продукчĕ, ăна шăратса тăваççĕ. Çăва тупма тата хатĕрлеме çăмăл. Унра холестерин сахал. Хур çăвĕпе ÿслĕк, туберкулез, сыпăсем ыратнă, ÿте пĕçертнĕ чух, апат хуранне, сурансене, язвăсене сипленĕ чух усă кураççĕ. Унтан мухмăртан сывалмалли ĕçмеллисем те хатĕрлеççĕ.
Хур çăвĕн хутăшĕ
Хур çăвĕнче пысăк хисеппе (70%) кулленхи апатра çителĕксĕр пулакан Омега 3, Омега 6, стеарин, олеин, линолевый çу кислотисем пур. Сăмахран, çын организмĕнче Омега 3 çу кислоти çитмесен самăрлăх, чĕрнесем хуçăлни, çÿçсем тăкăнни, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлни, нерв системи вăйсăрланни аптратать.
Хур çăвĕ хăйĕн тытăмĕпе олива çăвĕпе танлашать. Чи мелли - вăл пысăк тата пĕчĕк температурăсенче хăйĕн пахалăхне çухатманни. Çавна кура хĕвелтен, хытă сивĕрен сыхланма, ÿт сĕвĕннĕ чухне усă кураççĕ. Вăл ÿте хÿтĕленисĕр пуçне апатлантарать те, çамрăклатать те.
Цинк, натрий, пăхăр (медь), селен, магний минералсем белок, углеводсемпе çусен ĕçне, организмри улшăну процесĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ.
Шăнса пăсăлнинчен
Хур çăвĕ ÿслĕкрен сиплет, сывлав органĕсене ырă витĕм кÿрет. Шăнса пăсăлсан, бронхсем шыçăнсан çăва ÿте сăтăрса çăм тутăрпа чĕркесе компресс тумалла. Çавăн пекех вăл ОРЗ, ОРВИ чирĕсенчен сыхланмалли мел те шутланать. Ăна ăшă сĕтпе шĕветсе ĕçсен вăл карланкăпа ÿпкесене хĕртнисĕр пуçне организма та çирĕплетет. Хальхи вăхăтра хур çăвĕнчен тунă эмел препарачĕсем сутлăхра чылай.
Килте чăн-чăн, таса хур çăвĕпе усă курнă чух пĕр вăхăтрах ĕçсен тата сăтăрса компресс тусан усси чылайрах пулĕ. Ӳте сăтăрса хĕртни типĕ тата йĕпе ÿслĕкпе кĕрешме пулăшĕ. Ӳт-тире хĕртес, юн чупнине лайăхлатас тесен хур çуне массаж тунă чухнехи пек хул калакĕсене, кăкăра (чĕре вырăнĕсĕр пуçне) сăтăрмалла. Çу сĕрнĕ вырăнсене тутăрпа е шарфпа чĕркесе çĕрлене организма хĕртĕнме май памалла.
Хур çуне сĕтпе, пылпа, алоэ сĕткенĕпе хутăштарса ĕçме юрать. Асăннă хутăш ÿслĕке çемçетет, сывлав органĕсене çăмăллăх кÿрет.
Хур çăвĕн сиенĕ çукпа пĕрех. Анчах та холестерин шайĕ пысăк тата самăр çынсен хур çăвĕпе усă курмасан лайăхрах пулĕ.
Тромбофлебитран сипленни
Хур çуне тромбофлебитран, венăсем варикозла сарăлнинчен сыхланма тата сипленме усă кураççĕ. Вăл урасем, венăсем шыçăннинчен лайăх пулăшать, юна шĕветет, урасем кĕçĕтнине тата çывăрса кайнине сирет.
Çăва алоэ сĕткенĕпе (2:1) хутăштармалла та сивĕ çĕрте усрамалла. Темиçе кунран мазь хатĕр те. Хутăша çĕрлене ыратакан вырăнсене сĕрмелле.
Ӳте сыватни тата сиплени
Хĕллехи хаяр сивĕсенче ÿте хур çăвĕпе сĕрсен вăл çемçе те яка пулать, çилпе кушăркаса, çуркаланса пĕтмест.
Хур çăвĕн хÿтĕлекен тата сиплекен витĕмĕ пур. Çавăнпа та сунарçăсемпе çурçĕрте ĕçлекенсем (полярники) ÿте тăм илесрен сыхланса пичĕсемпе аллисене асăннă çупа сĕрнĕ.
Хур çăвĕпе тĕрлĕ ÿт-тир чирĕсенчен - псориаз, себорея, экзема, крапивница, ÿт-тир хĕрелсен, тăртăнсан, касăлсан, суранлансан, тăм илсен, пиçсен - усă кураççĕ.
Ӳт пиçсен е тăм илсен сиенленнĕ вырăна хур çăвĕпе кунне виçĕ хутчен сĕрмелле. Çывăрас умĕн вара компресс тумалла.
Псориаз аптратнă чух çапла мазь тума пултаратăр: 3 апат кашăкĕ хур çуне вĕтетнĕ супăнь курăкĕпе (мыльнянка) хутăштармалла та сиенленнĕ вырăна сĕрмелле. Вăл аллерги пуçарса ямасть, аптекăри мазьсенчен ытларах пулăшать.
Косметологире усă курни
Хур çăвĕнчен хатĕрленĕ косметика хатĕрĕсем авалхи Египетрах пулнă. Авалхи ал çырусенче хур çăвĕ çинчен асамлă сиплекен эмел пек асăннисем пур.
Юлашки вăхăтра çынсем чăн-чăн косметикăпа усă курма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл ватăлнипе çитменлĕхсене пытарнисĕр пуçне ÿт-тире çамрăклатать, çÿçсене йĕркене кĕртет. Хур çăвĕ организмра пулса иртекен пурнăçшăн кирлĕ хими реакцийĕсен ĕçне йĕркелет, иммунитет системине çирĕплетет, ÿте çĕнелме пулăшать. Ун хутăшне кĕрекен Е витамин ватлăх процесĕсене чакарать.
Вăл пит пĕркеленчĕкĕсенчен хăтăлма та лайăх пулăшать. Çăва куллен усă куракан кремсемпе маскăсене хутăштарсан вĕсен пахалăхĕ икĕ хутчен ÿсет.
Тутасем çуркалансан 1 апат кашăкĕ хур çуне вĕтетнĕ 19-20 шăлан йывăççин (шиповник) çеçкипе (лепесток) хутăштармалла та сĕрмелле.
Хирĕçле кăтартса панисем
Хур çăвĕн хирĕçле кăтартса панисем (противопоказания) питĕ сахал. Çăвăн хутăшне кĕрекен компонентсем уйрăм çынсене килĕшменни çеç. Пысăк мар хирĕçлевсем шутне хĕрарăм йывăр чухне тата кăкăр ĕмĕртнĕ чух, виçĕ çул тултарман ачасемшĕн усă курма юраманни çеç кĕрет. Тата пĕверĕн йывăр чирĕ вăхăтĕнче унпа усăланмасан лайăхрах пулĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.