Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Декабрӗн 2020, 13:43

Паттăрсем хыпарсăр ан çухалччăр

Авăркас районĕнчи Меселпуç тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 488 çын хутшăннă. Вĕсенчен 308-шĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă е хыпарсăр çухалнă, 180 паттăр çĕнтерÿпе таврăннă.

Чылай чухне «никама та манман, нимĕн те манăçман» тетпĕр. Анчах та çак девиза пурнăçа кĕртес тесен питĕ нумай тăрăшса ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен девиз пирĕн ума нумай ыйту кăларса тăратать. Çĕнтерÿçĕ салтаксен чапĕсем вăхăт иртнĕçемĕн сÿнсе пымаççĕ-ши? Вĕсене çулталăкне пĕрре, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, кăна аса илместпĕр-ши? Пĕчĕккĕн паттăрсен ячĕсем манăçа тухмаççĕ-ши? Вĕсен ячĕсене пурне те шута илнĕ-ши? Апла пулсан ку енĕпе ĕçлеме пĕр çул мар, пĕр кун та чарăнмалла мар. Тĕпчемелле те тĕпчемелле, шырамалла та шырамалла. Калăпăр пĕр те пĕр çапăçу хирĕнче паттăррăн çапăçса пуç хунă салтака никам та аса илмест е тата ятне-шывне те пĕлмеççĕ пулсан мĕнле пысăк çылăх çакă. Паттăр салтак пирĕн ирĕклĕ, лайăх пурнăçшăн хăйĕн Турă панă чи хаклă пурнăçне те шеллемен. Эпир вара ырă пурнăçа кĕрсе ÿкрĕмĕр те ун çинчен мантăмăр-и? Паянхи куна нумай салтак ачисем мар, тăванĕсем те юлман.

Пултаруллă студентсен ушкăнĕсем тата ытти çамрăксем (шыравçăсем) çапăçу хирĕсенчи шыравсенче питĕ ырă ĕç тăваççĕ - хыпарсăр çухалнă паттăрсене тупса палăртаççĕ.

Меселпуçĕнчи историпе таврапĕлÿ музейĕнчи ертÿçĕсемпе «Çамрăк йĕрлевçĕ» кружока çÿрекенсем вăрçăра пулнисен списокне пăхса тухнă хыççăн пурне те шута илменнине асăрхарĕç. Май пур таран, вăрçăра пулнисене пурне те шута илсе тата вĕсен паттăрлăхĕсем çинчен кĕнеке те кăларнăччĕ-ха («Паттăрсем хыпарсăр ан çухалччăр» А.И. Ефимов, И.В. Ефимов, Шупашкар, «Çĕнĕ вăхăт» 2013.) Вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсен ячĕсене шыраса тупсан эпир çакна асăрхарăмăр. Ял варринче ларакан обелиск çинчи списокпа танлаштарсан унта çапăçу хирĕнче пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă 30 çынна кĕртменнине пĕлтĕмĕр. Ку тĕрĕсмарлăх пулать, пĕрисене палăк умĕнчи списока кĕртнĕ, теприсене - çук. Çак çитменлĕхе тÿрлетесси пирĕн малтанхи тивĕçсенчен пĕри пулмалла.

Аяларах вĕсен списокне кăтарса паратпăр.

1. Александров Василий Михайлович (1912-1943);

2. Александров Иосиф Георгиевич (1903-...);

3. Александров Осип Е. (1901-1943);

4. Александров Сергей Наумович (1903-1942);

5. Алексеев Иван Ильич (1914 - ...);

6. Алексеев Сергей Лаврентьевич (1916-1942);

7. Афанасьев Василий Зиновьевич (1910 -...)

8. Большаков Илья Николаевич (1925-1943);

9. Васильев Кирилл Антонович (1905-1941);

10. Васильев Федор Степанович (1923-1943);

11. Ефимов Максим Александрович (...-1943);

12. Иванов Василий Алексеевич (1918-1942);

13. Иванов Семен Максимович (1910-1942);

14. Иванов Иван Петрович (1912-1941);

15. Казаков Алексей Павлович (1901-1943);

16. Казаков Ефрем Васильевич (1901-1942);

17. Никитин Авдей Савельевич (1912-1941);

18. Никитин Григорий Николаевич (1921-1944);

19. Николаев Василий Кондратьевич (1921-1943);

20. Николаев Дмитрий Иванович (1912-1942);

21. Николаев Дмитрий Николаевич (1918-1941);

22. Семенов Елисей Степанович (1915-1942);

23. Семенов Иван Васильевич (...-1942);

24. Семенов Поликарп Филиппович (1894-1942);

25. Теплых Георгий Николаевич (1917-1941);

26. Терентьев Александр Тимофеевич (1916-1943);

27. Терентьев Иван Кузьмич (1910-1942);

28. Тимофеев Михаил Николавич (1915-1941);

29. Федоров Илья Васильевич (1906-1941);

30. Углов Александр Сергеевич (1917-1943).

Иван ЕФИМОВ таврапĕлÿçĕ.

Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: