Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Декабрӗн 2020, 12:35

Ÿсĕр шăшисем

Минкеç аппа кĕçĕр çĕрĕпе куç хупмарĕ. Шăшисем кăштăртатса, «Пик- пик!»,- сас панипе-и е тĕрлĕ шухăш пуçа килсе пуснипе-ши, ир енне пуçĕ параппан пек пулса кайрĕ. Куçа хăйăр сапнă тейĕн, пĕçерсе тăрать. Питне-куçне ăшă шывпа çунă хыççăн, кăшт уçăлнă пек пулчĕ.

«Акă ĕнтĕ, сирĕн Шăши-йĕке хÿресен çулталăкĕ нумай юлмарĕ, çитет сире айкашма. Мĕн тăвам-ши сире, пÿртрен мĕнле хăваласа кăларас? Кушаккисем те наян, çывăрассине кăна пăхса тăраççĕ. Лавккари кушак апачĕ çинĕ хыççăн самăрăлса та кайрĕç. Вĕсене шăши кирлĕ-им? Пурнăç улшăннăçем улшăнса пырать. Кăшăлвирусĕ тата ăçтан килсе тухрĕ-ши?», - çапла мăкăртаткаласа чей вĕреме лартрĕ, сĕтел çине çимеллисем кăларчĕ, сивĕткĕçрен кăлпассипе чăкăта çÿхе кăна касса çăкăр чĕлли çине хучĕ. Сахăрпа вĕретнĕ хăмла çырли варенине лартрĕ те чейнике вĕренĕ шыв ярса, хура чей шĕвекĕ парлантарчĕ. Сĕт ярса, тутлă чее бутербродпа çыртса ерипен вĕре-вĕре ĕçрĕ.
Ирхи апат хыççăн хăйне уçăлса кайнă пек туйрĕ. Çĕнĕ çула, тен, хăнасем килĕç тесе лавккаран пĕр çур литр лайăх эрех кайса илчĕ. Эх, килтен тухса çÿреме юрамасть вĕт, карантин теççĕ. Лавккасене тухсан, пите те «питлĕх» тăхăнмалла. «Урал сасси» хаçатра пĕр ушкăн çынсене мухтаса кăларнă та, пурте шурă питлĕхпе фото ÿкнĕ. «Мĕн тума кирлĕччĕ ĕнтĕ, пĕрне те палласа пулмасть. Вăт тĕнче?!», - текелесе мăкăртатрĕ.
Çав вăхăтра унăн пуçне вирлĕ шухăш пырса кĕчĕ: «Хăнасем килĕç-и, килмĕç-и? Ак, хăналам-ха паян ку шăшисене килес Çĕнĕ çул ячĕпе!».Турилкке çине çăкăр тĕпренчĕкĕсене салатса хучĕ те çиелтен хĕрĕх градуслă эрех ячĕ. Хăна çимĕçне çÿлти шкап тăрне лартрĕ. Унта куллен кĕрпе пек хура пăнчăсем шакăртатса выртаççĕ иккен. Ăçта çиме тупаççĕ, çавăнтах варалаççĕ, пÿтсĕрскерсем.
Тепĕр каç иртсен, ирхине, кинемей тĕлĕннипе пĕççине шарт! çапсах тенкел çине ларчĕ. Леш шăшисем çемйипе турилкке йĕри-тавра йăваланса выртаççĕ, тĕртсен те хускалмаççĕ. Шăшисене урăличчен часрах кивĕ витре çине ярса тулалла илсе тухрĕ те çÿп-çап ещĕкне пăрахрĕ. Кушаккисем те Минкеç аппа хыççăн йăпăрт! урамалла ыткăнчĕç. Пĕтмен иккен-ха вĕсенче ухута туйăмĕ, хатĕрри тата та аван вĕсемшĕн. Сивĕ юр çинче выртакан ÿсĕр шăшисене яра-яра илчĕç те, кашни пĕр кĕтесе мăрăлтатса йăтса кайрĕç.
Çапла Шăшисен çулне тĕп турĕ тавçăруллă карчăк. «Шăшисене улталанă пек 2020 çулта килсе тухнă кăшăлвируса та çапла пĕтерсе пульмĕ-ши?!» - шухăшласа илчĕ кинемей.
Пурнăçра, çакăн пек çынсем сахал мар. Сывă пулсан, темрен те хăтăлса пулать пулĕ. Эпир мĕнрен кăна хăтăлман?! Кăна та çĕнтеретпĕр. Килес 2021 çул мăйракаллă пулать теççĕ. Пур инкек-синкеке вăкăр çулĕ аяккалла тĕпсĕр шыр çыранĕнчен тĕртсе ятăр! Чăваш каларăшле: «Çапла пултăр!»
Лидия ШУРÇĂЛ, 2020 çула ăсатса.
Читайте нас: