Ухсай Яккăвĕ чаплă та паллă чăваш поэчĕ. Вăл Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Сăмах ăсти ял ĕçченĕсем, халăх историйĕ, тăван тавралăх илемĕ çинчен нумай çырнă. Унăн сăввисем пире çĕре хисеплеме, ăна юратма, упрама вĕрентеççĕ. Тен, çавăнпа ăна çĕр поэчĕ теççĕ.
Эпĕ те ун пекех хамăр Пушкăрт Республикин тавралăхне юрататăп. Çапах та мана хам çуралнă ял таврашĕ ытларах килĕшет. Çак ял Канчăлав ятлă. Ял хĕррипе Ĕршек шывĕ шăнкăртатса юхса выртать. Унăн икĕ çыран хĕррипе хăва чашкăрса ÿсет. Ĕршек леш айккинче илемлĕ улăх сарăлса выртать. Çуркунне çĕмĕрт йывăççи шап-шурă чечеке ларать. Тавралăха ытарайми сим пыл шăрши сарăлать, пăхса тăранмалла мар илемпе савăнтарать. Çемçе чĕлхеллĕ кайăксен юррисем янăраççĕ.
Тавралăх илемĕпе мăнаçланма кăна мар, ăна упрама та пĕлмелле. Шкул территорине илемлетме эпир час-часах субботниксем йĕркелетпĕр, йывăçсем лартатпăр. Тăван ял, çуралнă тавралăх хăй илемĕпе çынна вăй-хал парать.
Максим МИХАЙЛОВ.
Давлекан районĕ.