Çур стакан кефир, 1 çăмарта, 1 чей кашăкĕ какао илмелле. Ингридиентсене хутăштармалла та çÿçе сĕрмелле. Кăшт типсен тепĕр хут сĕрмелле. Хутаç тăхăнтартмалла та ал шăллипе чĕркемелле. 20-25 минутран ача-пăча шампунĕпе çумалла. Вĕлтĕрен шĕвекĕпе чÿхесен лайăхрах пулĕ.
Маска кукшаланнă вырăнта çÿçе ÿстерет, çÿçе çирĕплетет.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.