Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Декабрӗн 2020, 12:47

Вăкăр çулĕ ĕçчен те таса кăмăллă пулма хистет

Пире хăйне евĕрлĕ‚ çутă та вирхĕнÿллĕ Шурă металл вăкăр çулĕ кĕтет. Хĕвел тухăç календарĕнче шурă тĕс тасалăха тата тĕрĕслĕхе пĕлтерет. Çитес 2021 çулăн тĕп символĕ çинчен мĕн пĕлмелле-ха?

Çул паллин характеристики
Шурă вăкăр çулĕ пулăмсемпе тата ĕçсемпе пуян пулĕ. Пиртен кашнийĕ мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пултарĕ. Вăкăр - паха йышши çеçен хир выльăхĕ. Анчах‚ кирлĕ пулсан‚ вăл вăйпа çул хурса пыма та хăвăрт пултарать. Апла пулин ăна çакăн пек ĕçсем тума ирĕк памалла мар.
Кăçалхи çулăн палли - металл. Вăл çирĕплĕхе‚ шанчăклăха пĕлтерет. Çул хуçи сăмаха тытма пĕлекен‚ чăтăмлă та таса кăмăллă çынсене çеç кăмăллать. Енчен те сирте çакăн йышши паха енсем пулмасан‚ вăкăр мăйракипе тĕртме те пултарĕ.
Вăкăр ĕçлеме пĕлет‚ ĕçе юратать. Çавăнпа вăл ĕçчен çынсене хисеплĕ‚ юратĕ. Кăçал вĕсене пулăшса пырĕ‚ карьера тума май парĕ.
Унсăр пуçне çемье çавăрассине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çитес çул ăна çавăрма‚ çирĕплетме тата пысăклатма чи лайăх вăхăт шутланать.
Кил-çуртра ăнăçу пултăр тесен
мĕн тумалла?
Паллах‚ кунта талисмансăр ĕç тухмасть. Тĕрĕссипе каласан‚ ăна шурă металран тусан лайăхрах. Вăкăр ÿкернĕ талисмана (подвеска е брошка евĕр капăрлатусем) çумра çÿретсен те лайăх пулать.
Кил-çуртра вăкăра сăнланă статуэтка пурри те ытлашши пулмĕ. Ĕлĕкрен асăннă выльăх сăн ÿкерчĕкĕ арçын вăйне тата пурлăха кăтартса панă тесе шутланă.
Çакна та асра тытмалла: талисман çине пăхса илсен лайăххине‚ хăвăр тĕллевĕрсене тата çитĕнĕвĕрсене çеç аса илмелле. Вĕсене вăкăр шантарнине ĕненмелле. Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ Çĕнĕ çул умĕн хваттере тасатса тухмалла. Вăкăр çуртра пушă вырăн пуррине кăмăллать‚ япала купаланчăкĕсене ырламасть. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ май кивĕ япаласенчен те хăтăлма ан манăр.
Çĕнĕ çула ăçта кĕтсе илмелле?
Çитес çул символĕ мăнаçлăха тата мухтанчăклăха юратмасть. Çавăнпа Çĕнĕ 2021 çула çемье кланĕн пуçĕ патĕнче‚ тăвансемпе çывăх çынсен хушшинче кĕтсе илсен аван пулать. Сĕтел хушшине чи хаклă та çывăх çынсене пухмалла. Уяв сценарийĕ хатĕрлени те вырăнлă пулĕ: сĕтел çи вăййисене‚ парнесем памалли церемоние.
Мĕн тăхăнмалла?
2021 çул хуçи çутă тĕссем кăмăллани паллă. Хăвăра валли тум хатĕрленĕ чух шурă е ăна çывăх тĕссен палитрине (çутă хăмăр‚ шупка сарă тата ытти те) шута илмелле. Люрекспа е пайеткăпа илемлетнĕ йăлтăркка пусмаран çĕленĕ кĕпе те вырăнлă пулĕ. Шухăшласа кăларнă стиле аксессуарсем хушмалла. Çакă арçынсене те‚ хĕрарăмсене те пырса тивет.
Кил таврашне тĕрĕс илемлететпĕр
Кунта иртнĕ çулăн паллисем пурри палăрать. Вăкăр куçа шартаракан тĕссене тата хайлавлă (искусственный) япаласене юратмасть. Тата çакна та асра тытмалла: интерьерта хĕрлĕ тĕс пачах та пулмалла мар. Çак тĕсрен вăкăр кăтăрса каять. Пире вара ырă та лăпкă çул хуçи кирлĕ.
Кил таврашне илемлетмелли
икĕ вариант:
1. Капăрлăх стилĕ. Шап-шурă сĕтел çитти‚ крахмалланă салфеткăсем. Çурт ăшне капăрлатнă чух ылтăн‚ кĕмĕл тата симĕс тĕслĕ япаласемпе те усă курма май пур.
Çул хуçине комплимент тумаллине те манмалла мар. Вăкăр кăмăлне çавăрас тесен инсталляци хатĕрлеме пулать. Сĕтел варринче сĕлĕрен кĕлте‚ тулăпа сĕлĕ пучахĕсем‚ типнĕ чечексем вырнаçтармалла. Унсăр пуçне пÿлĕмре нумай ÿсен-тăран пулмалла.
2. Экологи стилĕ. Кунта май пур таран йĕтен тата мамăк пир-авăрĕпе усă курăр. Пÿлĕме сĕтел çиттисемпе‚ салфеткăсемпе‚ пĕчĕк минтерсемпе илемлетĕр. Хăш-пĕр турилккесем çинче улăмран хăйне евĕрлĕ «йăвасем» тăвасси те ырă шухăш. Унсăр пуçне уяв сĕтелне утăран тунă‚ симĕс хăюсемпе çыхнă пĕчĕк кĕлтесемпе илемлетмелле. Асăннă стиле пăхăннă чух пахча çимĕçсемпе те усă курма пулать.
Йывăçран тата металран тунă капăрлăхсем те кил таврашне илем кÿрĕç.
Сĕтел çине мĕн лартмалла?
Сĕтел çинче ÿсен-тăран капăрлăхĕсем пулмаллине каласа хăвартăмăр ĕнтĕ. Апат-çимĕç хатĕрленĕ чух вара салатсем тĕп вырăн йышăннине шута илмелле. Енчен те эсир оливье хатĕрлетĕр пулсан‚ унта ĕне ашĕ ямалла мар. Унсăр пуçне Çĕнĕ çул салачĕсен патши çумĕнче пахча çимĕç‚ техĕмлĕ çиме юрăхлă курăксенчен хатĕрленĕ салатсем те пулмалла. «Йывăр» салатсем çиес тесен вĕсене кĕрпесенчен - рис‚ булгур тата киноа - хатĕрлĕр. Вăкăр çулĕнче уяв сĕтелĕ çинче ĕне тата пăру ашĕсем пулмалла мар. Çĕнĕ çулăн тĕп каçĕ валли кăвакал‚ хур‚ кăркка‚ чăх тата путене пĕçерĕр. Хушма çимĕç вырăнне çÿлерех асăннă кĕрпесене суйласа илĕр.
Çĕнĕ çул хуçине савăнтарас тесен уяв валли сĕт-турăх апачĕсем те хатĕрлемелле. Апла пулсан сĕтел çине сырсем‚ сĕтрен вĕретнĕ соуссем‚ десертсем те лартмалла.
Пĕтĕмĕшлетсе каласан‚ çак уявра йывăр апатсем хатĕрлеме кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен вăкăр ансатлăха тата пахалăха юратать.
Шурă металл вăкăр çулĕнче
мĕн парнелемелле?
Кăçал чи лайăх парнесем кил-çуртпа‚ хăтлăхпа, тирпей-илемлĕхпе çыхăннă. Арçынсене строительство инструменчĕсем парнелеме пулать. Енчен те парне йышăнакан апат хатĕрлеме юратать пулсан‚ апат касмалли ывăссем‚ апат пĕçермелли гаджетсем суйласа илни те вырăнлă пулĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче сăрантан тунă япаласене пачах та парнелеме юрамасть.
Этемлĕхĕн черчен те илемлĕ пайне фарфор савăчĕ‚ сĕтел çиттисем‚ вырăн таврашĕ‚ косметика хатĕрĕсем парнелеме юрать.
Çĕнĕ 2021 çулта мĕн кĕтмелле?
Çитес çул лăпкă та пĕр майлă пулмалла. Тĕкел те кĕтмен пулăмсемпе пуян çул хыççăн тинех канăпăр. Анчах çакă хуйхăсăр-суйхăсăр пурнăç пулать тенине пĕлтермест. Маларах каланă тăрăх‚ вăкăр - ĕçчен выльăх. Çул символĕ пиртен те çакнах, ĕçченлĕхе, кĕтет. Апла пулсан ĕçре те‚ юрату фронтĕнче те тăрăшмалла пулĕ.
Укçа-тенкĕ енчен илес пулсан‚ Шурă металл вăкăр лăпкă лару-тăру пулассине тата тупăшсем ÿсессине шантарать.
Вăкăр - консерватор‚ тĕрлĕ йышши улшăнусене юратсах каймасть. Çавăнпа ылтăн варрине (золотая середина) шырама тивĕ - аталануран та юлмалла мар‚ çул хуçине те ытлашши кÿрентерме кирлĕ мар.
Çитес çул çĕнĕ паллашусем пуласса шантарать. Халĕ «тылсене çирĕплетессипе» (çемье‚ юлташсем) ĕçлемелле пулĕ.
Çĕнĕ 2021 çулăн паллисем
Çĕнĕ çула парăмсемсĕр кĕтсе илмелле. Вăкăр хăйĕн вăйне çеç шанать. Апла пулсан укçа-тенкĕпе тата пĕр-пĕр çынпа калаçса татăлманнипе çыхăннă ыйтусене вăхăтлă татса парăр.
Çав вăхăтрах тараватлăх çинчен те манмалла мар. Унсăрăн çитес çул çăмăл килмĕ. Парнесем туянма та укçа-тенке ан хĕрхенĕр. Çĕнĕ çул каçне енчĕкре пластик карттăсăр пуçне‚ хут тата тимĕр укçасем пулнине асăрхаса тăрăр. Шăп çур çĕрте кĕсьене укçа хума ан манăр. Çакăн пек туни укçа-тенкĕ енчен ăнăçлăх илсе килĕ.
Унсăр пуçне Çĕнĕ çула кÿренÿсемпе кĕтсе илни - начар паллă. Ятлаçнă пулсан - мирлешĕр.
Вăкăрсемпе çыхăннă
интереслĕ фактсем
Вăкăр çулĕнче Иосиф Кобзон‚ Майя Плисецкая‚ Александр Валуев‚ Сергей Безруков паллă çынсем çут тĕнчене килнĕ.
Çитес çул хуçи çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха?
Историнче шута илнĕ виçипе чи йывăр вăкăр Маунт Катадин пулнă. Вăл - голштинпа дурхам ăрачĕсен хутăшĕн тĕсĕ. XX ĕмĕр вĕçĕнче пурăннă улăпăн виçи 2 270 килогрампа танлашнă.
Вăкăрсем 15-20 çул пурăнаççĕ. Сайра-хутра çеç вĕсем 30 çула çитеççĕ.
Ĕнесемпе вăкăрсен янахĕ пĕр минут хушшинче 30-90 хускану тăвать.
Зоологсем шута илнĕ тăрăх‚ çак выльăхсем 11 тĕрлĕ мĕкĕрме пултараççĕ. Чи нумай «калаçаканнисем» - пăрусем.
Индире ĕне çветтуй та таса выльăх. Унта ĕне ашне çиме чарнă.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: