Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Декабрӗн 2020, 13:32

Йĕке хÿре çулне ăсатар

Часрах, часрах ăсатарКу Йĕке хÿре çулне!Йывăр пулчĕ вăл, начар: Хупсах лартрĕ килсене.

Корона тăхăннăскер
Патшаланчĕ иртĕхсех.
Кайтăр, кайтăр! çак тискер
Çул часрах каймаллипех.
Илсе кайтăр хăйĕнпе
Усал-тĕсел чир-чĕрне,
Начаррине пĕтĕмпех,
Хăварса лайăххине.
Вĕт лайăххипе ырри те
Пулчĕ пурпĕр сахал мар.
Куншăн вара мĕн тесен те
Çак кив çула тав тăвар!
Вĕрентĕмĕр, ак, онлайн
Ĕçлемешкĕн вырăнтах…
Лайăх начарта чылай -
Мĕн тесен те вăл пурах.
«Завод-предприятисем
Сахалрах ĕçленĕрен,
Автобус-машинисем
Ытлашши çÿременрен,
Ав, сывлăш тасалчĕ», - теççĕ
Савăнса экологсем.
«Чылай пулчĕ ырри», - теççĕ
Ăнланма пĕлекенсем.
Високосный (тĕкел) çул
Çапла пулать тет иккен…
Алăкран шаккать Çĕн çул
Нульсемлĕ икĕ икке
Улăштарма васкаса,
Лайăх пулма шантарса.
Вăкăр çулĕ вăкăр пек
Самăр, тутă пултăрччĕ.
Вăхăтлă çумăр çуса,
Сар хĕвелĕ пăхтăрччĕ.
Çула тухсассăн ялан
Кашнин çулĕ ăнтăрччĕ.
Ĕçе тухсассăн ялан
Ĕçĕ кал-кал пытăрччĕ.
Çапла пулма Çĕн çулта
Çирĕп сывлăх пултăрччĕ!!!
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.
Читайте нас: