Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Декабрӗн 2020, 11:51

Аннепе ирттернĕ юлашки уяв

Шел пулин те Çĕнĕ çул историйĕсем пурте савăк пулмаççĕ çав. Уяв пĕр-пĕр инкеке пула салхуланать, ĕмĕрлĕхе асра тăрса юлать.

Мăшăрпа иксĕмĕре юлташсем Çĕнĕ çул уявне пĕрле ирттерме чĕнчĕç. Декабрĕн 31-мĕш кунĕнче вăрах хатĕрлентĕм, сĕтел çине лартмалли кучченеçсем пĕçертĕм, хама тирпей-илем кĕртрĕм, тумсем суйларăм. Пирĕнпе пĕрле пурăнакан анне пире çав тери ярасшăн марччĕ. Кунĕпе мана: «Мĕн тума сирĕн çав аяк çĕре каймалла-ха? Килтех юлăр, Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илĕпĕр», - тесе темиçе хутчен те каларĕ. Анчах та эпĕ хамăнни çинче çирĕп тăтăм, темиçе эрне маларах юлташсемпе калаçса татăлнăччĕ-çке, килетпĕр тесе шантарнăччĕ. Килтен тухса кайма вăхăт çитсен ним çук çĕртен температура 39,6 градуса çити хăпарса кайрĕ. Эмел ĕçрĕм те вырăн çине выртрăм, аннепе мăшăр сĕтел çи хатĕрлеме пуçларĕç. Икĕ сехетрен вăрантăм, температура ÿкрĕ, виçсĕмĕр сĕтел хушшине лартăмăр. Çĕнĕ çул каçĕнче аннепе вăрах вăхăт чуна уçса калаçрăмăр. Анне хăйĕн пурнăçĕнчи кăсăк самантсене каласа пачĕ, чунтан кулчĕ, шÿтлерĕ. Чуна пырса тивмелле кăмăллă иртрĕ çав каç.
Тепĕр икĕ эрнерен кĕтмен çĕртен чĕри ĕçлеме чарăннипе анне сасартăках вилсе кайрĕ... Чылай вăхăт иртсен Çĕнĕ çул каçхине температура хăпарса кайни çÿлтен килнĕ паллă пулнине ăнлантăм. Килте юлса аннепе пĕрле юлашки хут уява пĕрле ирттерме май панă мана Турă. Кайран мăшăрпа чылай хут юлташсемпе хаваслă ушкăнпа Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ, анчах та аннепе ирттернĕ уяв халиччен чĕрере упранать.
Светлана Г.
Читайте нас: