Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Декабрӗн 2020, 11:54

Лидия Ивановна ПОРТНОВА

Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче пурăнакан юратнă йăмăка, канăçсăр чĕреллĕ аннене, хаклă тăвана Лидия Ивановна ПОРТНОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Хаклăран та хаклă, ытарайми çыннăмăра менелник ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăн анлă сукмакĕпе малашне те вашаватлăн, мал ĕмĕтлĕн утма юман пек çирĕп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, нихăçан сÿнми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланах хаваслă та чунпа çамрăк пул. Юратнă çемйÿ савăнăç çеç кÿтĕр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ырă сунса - чун-чĕререн юратакан аппăшĕ,
ывăлĕпе Надежда тата çывăх тăванĕсем.
Читайте нас: