Савăнăçлă лару-тăрура Иван Григорьевича çак сумлă медальпе Ĕпхÿ хулинче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Людмила Мурманская чысланă пулсан, Владимир Матвеевич ăна Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров аллинчен (Шупашкарта ĕçлĕ командировкăра пулнă май) илме тивĕçнĕ. Асăннă наградăпа Пушкăртстанри тепĕр чăваш хастарне те чысланă. Ун çинчен хаçатăн иккĕмĕш страницинче вуласа пĕлме пултаратăр. Пурне те саламлатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.