Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Декабрӗн 2020, 12:43

Çĕнĕ çул

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ капӑр,Тӑвансем сӑпайлӑ, сапӑр.Сӗтелӗ кучченеҫпе,Тулнӑ апат ҫимӗҫпе.

Шаплатать шампань эрех,
Харӑс ҫӗклетпӗр пӗрех
Черккине ҫӳле йӑтса,
Ӑнӑҫушӑн савӑнса.
Хӗн-хур юлтӑр кив ҫула,
Савнӑҫ килтӗр юрласа.
Кӗтсе илер Çӗн ҫула,
Вӑкӑр килтӗр ташласа.
Фейерверк çÿле ярса,
Чӗтрететпӗр таврана.
Хут купӑсне каласа,
Ян-ян, кайтӑр аякка.
Хавас кӑмӑл-туйӑмпа,
Ырӑ ӗмӗт- шухӑшпа.
Кӗтсе илер Çӗн ҫула,
Савӑн, кул, юрла, ташла.
Илсе килсем телей ҫеҫ,
Ырлӑх сунса эс валеҫ.
Савӑк кӑмӑл парнеле,
Ырлӑх кӳр пирӗн киле.
Николай ЕЛЛИН.
Чӑваш Ен.
Читайте нас: