Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Декабрӗн 2020, 12:39

Зинаида Ивановнан шăпа парни - 90 çул

Вăрăм ĕмĕр вăл - шăпа панă парне. Пиртен кашниех çывăх çынсен пурнăçĕ май пур таран вăрăмрах пултăрччĕ тесе ĕмĕтленет. Тăхăр вунă çулхи юбилейне паллă тăвакана тĕлĕнмелле çын, легенда тесе калас килет. Çынна легенда тени вăл пĕр-пĕр паттăрла ĕç тунинчен çеç килмест паллах.

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Гусаркино ялĕнче пурăнакан Зинаида Ивановна Борисова хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тăхăр вунă çул тесе калама кăна çăмăл.
Зинаида Ивановна хăй пурнăçĕнче хурине те, шуррине те чылай курнă. Ĕçчен те сăпайлă чăваш хĕрарăмĕн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ хăрушă вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсемпе тÿр килнĕ. Çирĕп кăмăллă, хастар пулни ăна пурнăçри нумай йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Çулĕсене пăхмасăр вăл çивĕч ăс-тăнлă, пурнăçа юратать. Хăйĕн вăрăм та çăмăл мар ĕç биографине тĕпĕ-йĕрĕпе ас тăвать.
Кинемее çак паллă датăпа саламлама Сименкке ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин, ялти культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Юбилейпе саламланă май вĕсем Зинаида Ивановнăна вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче хастар ĕçленĕшĕн тав турĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çынсен тимлĕхне туйса пурăнма сунчĕç. Çулĕсемпе вуннăмĕш теçеткене ярса пуснă кинемей ăшă сăмахсемшĕн чĕререн тав турĕ. Вăтă çынна нумай та кирлĕ мар çав. Сывлăх, тимлĕх - вĕсемшĕн чи пĕлтерешли.
Зинаида Ивановна çулĕсене парăнмасть. Вăл - вăйпитти çын, пурнăç çине хавхалануллă кăмăлпа пăхать. Хăнасем тепĕр пилĕк çултан, кинемей 95 çул тултарсан, тата та килме шантарчĕç.
Хисеплĕ Зинаида Ивановна, сирĕн юбилейăр, тăхăр вунă теçетке, ватлăх çулĕ мар. Çак дата эсир йывăр вăрçă вăхăчĕсене чăтса ирттерсе, ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе пурăнса та кăмăл-сипетлĕхе, ырă кăмăла упраса хăварма май пуррине çирĕплетсе пачĕ. Сирĕн пурнăçăрта ырă та çутă аса илÿсем ытларах пулччăр.
Надежда УХАТКИНА,
вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: