Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
4 Кӑрлач 2021, 16:18

Чи лайăх парне - юртан тунă лапам

Хĕлле - çулталăкăн тĕлĕнмелле вăхăчĕ‚ унсăр пуçне ачасемпе аслисем чылай кĕтнĕ те юратнă тапхăр. Çут çанталăк шурă та кăпăшка тум тăхăнать‚ ун чухне вара йĕлтĕрпе ярăнмалли‚ çавăн пекех юртан тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталамалли вăхăт çитет.

Хĕл кунĕсем çитсен ял çыннисем культура тата кану паркĕн лапамĕ тыткăна илнине‚ юмах тĕнчине илсе çитернине пĕлеççĕ. Юртан тунă тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрланă кĕлеткесем парка илем кÿреççĕ. Вĕсем çынсен кăмăлне çĕклеççĕ‚ хĕллехи илемлĕ кун уçăлса çÿреме хистеççĕ, вăйă-кулăпа йăпанма май параççĕ.
Пелепей районĕнчи Çĕнĕ тата Кивĕ Сименкке ялĕсенче юр кĕлеткисем тăвасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Культура ĕçченĕсем çулсерен юртан тунă лапамсем ăсталаççĕ. Сăрă тĕслĕ те хăйне евĕрлĕ кĕлеткесем парк территорийĕнче мăнаçлăн курăнса лараççĕ.
Кăçалхи çул та лапам асамлă юмах тĕнчине çаврăнчĕ. Культура ĕçченĕсем юрпа усă курса юратнă юмахсенчи сăнарсен кĕлеткисене ăсталарĕç, Çĕнĕ çул чăрăшне илемлетрĕç.
Парк территорийĕ юр патшалăхне çаврăнчĕ. Унта кĕнĕ май ачасем валли парне хатĕрленĕ‚ аллине михĕ тытнă Йĕке хÿрене курма пулать. Малалла вăкăр‚ Хĕл Мучипе Юр пике кĕлеткисене чарăнса тăрса хак памасăр иртеймĕн. Хĕл Мучи çумĕнче вара Олаф кĕлетки вырнаçнă. Каçсерен капăр, тĕрлĕ тĕссемпе йăлтăртатакан чăрăш ял çамрăкĕсемпе аслисене хăй патне туртать. Çак кĕлеткесене ăсталас тесе культура сферинче ĕçлекенсем икĕ эрне чунне парса тăрăшрĕç.
Чи кăмăлли - ачасемпе аслисен куçĕсенче савăнăç хĕлхемĕ çиçни‚ юр кĕлеткисенче хăйсен юратнă юмах сăнарĕсене курни. Çавăнпа эпир юртан тунă лапам ачасемшĕн чи лайăх Çĕнĕ çул парни тесе шутлатпăр. Унсăр пуçне вăл ялăн чăн-чăн капăрлăхĕ пулса тăчĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ вăйăсем выляса‚ сывлăха çирĕплетсе уçă сывлăшра чылай вăхăт ирттерессе шанатпăр.
Надежда УХАТКИНА‚
вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ‚
Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: