Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
4 Кӑрлач 2021, 16:40

Мăнукĕсем унпа мăнаçланаççĕ

Иртнĕ çул вĕçĕнче, декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Урал сасси» хаçатăн тусĕ, Мияки тăрăхĕнчи Кекен ялĕнче пурăнакан Калиста Григорьевна Никитина хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тĕрĕссипе, юбилейне вăл тăватă уйăх каяллах уявламалла пулнă-ха. Анчах та август уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнăскере çыртарма кайма ашшĕ-амăшĕн вăхăчĕ тăватă уйăхран çеç, кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пĕтерсен, тупăннă. Вăл вăхăтра çуралнисенчен Калиста Григорьевнăн çеç мар, ытти нумай-нумай çыннăн икшер çуралнă кун.

Калиста Аксиния Спиридоновнăпа Григорий Парфирьевич Николаевсен хресчен çемйинче çуралнă. Вăхăт çитсен вырăнти шкула вĕренме кайнă. Çивĕч ăслă хĕр ача вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă. Пуçлăмăш класа «4» тата «5» паллăсемпе çеç пĕтернĕ пулин те малалла вĕренме май килмен. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансассăн 11 çулхи хĕр ача та аслисемпе пĕрле ĕçлеме пуçланă. Тăван ялĕнчен вун икĕ çухрăмра вырнаçнă Ярат ялне сурăхсем кĕтме çÿренĕ. Шăпах, çав вăрçă вăхăтĕнчи ĕçĕсене шута илсе, иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Калиста Григорьевнăна «Вăрçă ветеранĕ» ята панă.
Çирĕм виçĕ çул тултарсан (1953 çул) Калиста пĕр ял каччипе Виталий Никитинпа çемье çавăрнă. Пĕрлешнĕ хыççăн нумай та вăхăт иртмен, Виталие салтака кайма ят тухнă. Чăваш каччи Тинĕс çар флотне лексе тăватă çул хушши Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Служба вĕçленсен тăван ялне таврăннă, колхозра механизатор пулса ĕçлеме тытăннă. 1959 çулта Никитинсен çемйинче Зоя хĕрĕ, унтан Валера ывăлĕ (1961 çул) çуралнă. Шел пулин те, ашшĕне ачисем ÿссе çитĕннине курса савăнма Турă пÿрмен. 1962 çулхи кĕркунне, çамрăк арçын ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ун чухне Зоя виçĕ çулта, Валера çулталăк çурăра пулнă.
Пĕччен тăрса юлнă хĕрарăмăн ачисене ура çине тăратас, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе иртен пуçласа каçчен тенĕ пек çулла колхоз уй-хирĕнче, кĕркуннепе хĕлле йĕтем çинче, складра ĕçлеме тÿр килнĕ. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Унсăр пуçне килĕнчи хуçалăхĕ те пулнă-çке. Ялта выльăх-чĕрлĕх тытмасăр, пахча çимĕç акса ÿстермесĕр епле пурăнăн?
Амăшне мĕнле хĕн килнине ачисем асăрхаман мар. Çавăнпа та пĕчĕкрен ăна пулăшма, нумай ĕçне хăйсем тума тăрăшнă. Пур ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнăскерсем шкулта та тăрăшса вĕреннĕ, амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Зоя хĕрĕ пĕлĕвне педагогика училищинче, каярах пединститутра пуянлатнă. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçленĕ. Валера ывăлĕ строительство техникумĕнче вĕреннĕ, алла диплом илнĕ.
Паян кун Калиста Григорьевна ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кинемейĕн пилĕк мăнук тата пилĕк кĕçĕн мăнук. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнсан вăрçă ветеранĕн арчинче упранакан Хисеп хучĕсемпе юбилей тĕлне панă медальсене пăхма юратаççĕ, асламăш-кукамăшпе мăнаçланаççĕ. Ун пекех ĕçчен те пултаруллă, çирĕп сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ĕмĕтленеççĕ. Ватă çын вĕсемшĕн ырă тĕслĕх-çке. Ачисем вара амăшне хăйсене ура çине тăратса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн çĕре çити пуç таяççĕ, тата та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.
Читайте нас: