Пур хыпар та
Общие статьи
4 Кӑрлач 2021, 16:20

Йышпа тунă асамлă юмах тĕнчи

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те уçă сывлăшра çÿрени ачасен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: организма пиçĕхтерет‚ сывламалли органсене çирĕплетет‚ аппетита уçма пулăшать. Шăпăрлансене хĕлле уçăлса çÿреме интереслĕ пултăр тесе пирĕн ача садĕнче ĕçлекенсем юр кĕлеткисем ăсталаççĕ, вĕсене тĕрлĕ тĕспе илемлетеççĕ. Çакă хаваслăх туйăмĕ кÿрет‚ ачасем асамлăха кĕтнине, Çĕнĕ çул уявĕ çитнине пĕлтерет.

Читайте нас: