Чăваш халăхĕшĕн тата наукăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕнекесем
Иртнĕ çулăн декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчен савăнăçлă хыпар килсе çитрĕ. Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕсем Лира Афанасьева тата Лариса Коротаева Пушкăртстан чăвашĕсен туй йăли-йĕркисене тарăннăн кăтартса тата ăнлантарса паракан 3 кĕнеке пичетлесе кăларнă: «Пушкăртстан чăвашĕсен туй мешехин поэзийĕ» (икĕ пайран тăрать) тата Л.А. Афанасьеван «Этнолингвистический словарь лексики свадебной обрядности чувашей Республики Башкортостан».