Пур хыпар та
Общие статьи
6 Кӑрлач 2021, 13:10

Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче ăçта канма каймалла?

Çĕнĕ çулти вăрăм канмалли кунсем вĕçленсе пыраççĕ пулин те хĕл кунĕсем малалла-ха. Кашни çын вĕсене тухăçлă та сывлăхшăн усăллă ирттерме тăрăшать. Пирĕн республикăра илемлĕ те пуян вырăнсем чылай. Унта кайса курас текенсене‚ канма кăмăл пуррисене паян вĕсемпе паллаштаратпăр.

Сăрт-ту йĕлтĕрĕпе ярăнасси е

тусем тăрăх ахаль уçăлса çÿресси
Пушкăртстан сăрт-ту йĕлтĕр курорчĕсемпе мăнаçланни паллă. Пирĕн пата йĕлтĕрпе ярăнма кÿршĕ регионсенчен кăна мар‚ Мускавпа Петербургран та килеççĕ. Сăмахран‚ Ĕпхÿре икĕ комплекс - «Олимпик Парк» тата «Ак Йорт» - вырнаçнă. Унсăр пуçне пĕр ятлă кÿлĕ хĕрринчи «Кандры-куль»‚ «Павловский парк», Нуриман районĕнче «Красный ключ»‚ Çтерлĕ çывăхĕнче «Куш-Тау» пур. Белорецкпа Абзелил районĕсем - йĕлтĕрçĕсен чи паллă та юратнă вырăнĕсем. Вĕсенче «Мраткино»‚ «Абзаково» тата Банное кÿлĕ хĕрринче вырнаçнă «Металлург-Магнитогорск» курорчĕсем ĕçлеççĕ. Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче тата ытти чухне асăннă ту йĕлтĕр комплексĕсен алăкĕсем яланах уçă.

Енчен те эсир ярăнма пĕлмесен‚ йĕлтĕр çине пирвайхи хут тăнисемшĕн пĕчĕк тусем те пур. Тепĕр енчен‚ вĕсенче вăхăтлăха йĕлтĕр илме те пулать. Унсăр пуçне «çуран çÿрекенсен» билетне туянса тусем тăрăх ахаль уçăлса çÿреме те май пур.

Хăйне евĕрлĕ геопарксем
Кăмăл пулсан унччен маларах курман республика илемĕсемпе киленме вăхăт та тупма пулать. Сăмахран‚ пĕр кунхине регионти геопарксенчен пĕрин патне çул тытсан аван. Уçă пĕлĕт айĕнче вырнаçнă музейсенче çут çанталăкăн тĕрлĕ паллă вырăнĕсем пур. Вĕсенче вара халăх ал ĕçĕсем упранса юлнă.

«Янган-Тау» геопарк ЮНЕСКО сетьне кĕнĕ. Вăл Салават районĕн территорийĕнче сарăлса выртать. Асăннă географи паркĕнче Мечетлĕ шăтăкне (разрез)‚ Салават Юлаев музейне экскурсие кайма пулать. Пĕрремĕшĕнче 10 млн çул каялла Çĕр планета епле пулса кайнине‚ иккĕмĕшĕнче С.Юлаев хĕçне курма май пур. Унсăр пуçне кăмăл пуррисем сывлăш шарĕпе вĕçме‚ чăн-чăн юртăра пурăнма‚ халăх ал ĕçĕсен фестивальне хутшăнма пултараççĕ.

«Торатау» геопарк - кану кунĕсене хаваслă ирттермелли вырăнсенчен пĕри. Торатау ту айĕнче Хĕл Мучи резиденцийĕ уçăлать. Канма килнисем лашапа çуна çинче савăнса ярăнаççĕ. Çавăн пекех кунта Зилим паркĕ тăрăх лашапа çÿремелли экскурсине те йĕркелеççĕ. Асăннă геопарк территорийĕнче Пушкăртстанăн чи çÿллĕ чул тăвĕ‚ Мамбет‚ вырнаçнă. Вăл Зилим юхан шыв хĕррипе пĕр çухрăм вăрăмăш сарăлса выртать. Чул ту çинчен тĕлĕнмелле илемлĕ пейзаж курăнать. Тепĕр хăйне евĕрлĕ те кăсăк шухăш - Смирновсен фермер хуçалăхне çитсе курни. Хуçалăхра çĕр ытла страус‚ тăманасем‚ павлинсем‚ хура качакасем‚ енотсем‚ ашаксем тата ытти чĕр чунсем пурăнаççĕ. Çавăн пекех Красноусольск çывăхĕнче çветтуй çăлкуçсенче шыва кĕме те пулать. Вĕсенчи шыв минералсемпе пуян пулнипе вăл сивĕ хĕл кунĕсенче шăнмасть. Çăлкуçсемпе юнашар гротпа‚ Турă Амăшĕн Табын турăшĕ килнĕ вырăн‚ «Усолка» геологи шăтăкĕ вырнаçнă. Унти сăрт-ту породисем 294 млн çул каялла пулса кайнă. Тепĕр илемлĕ вырăн вăл - Аскин пăр хăвăлĕ. Унта вара темиçе миллион çулхи пăр татăкĕ сыхланса юлнă.

... ахаль илемлĕ вырăнсем
Пушкăртстанра пурăнса пĕрре те Шульган-ташра пулса курманни вара кирек камăн кăмăлне те пăсать. Вăл - пĕрремĕш çыннăн ÿкерчĕкĕсем сыхланса юлнă тĕнчери çĕр хăвăлĕсенчен пĕри. Инçех те мар‚ Йылкысыккан кÿлли хĕрринче Акбузат мифологи лашине халалласа скульптура лартнă. Район центрĕпе çĕр хăвăлĕ хушшинчи çул çинче ĕлĕкхи шахтăсене курма пулать. Вĕсенче тахçан-тăр хром кăларнă. Шульган-таш çĕр хăвăлĕ Бурзян районĕнче вырнаçнă. Хĕрлĕ çăлкуçа та (Красный ключ) кайса курăр. Вăл çăлкуçсен калăпăшĕпе пĕтĕм тĕнчипе чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Шыв тăкакĕпе Францинчи Фонтен-де-Воклюз çăлкуçран та иртет. Унти шыв çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те +5 градус. Çак илемлĕ вырăн пĕр ятлă ял хĕрринче‚ Нуриман тăрăхĕнче вырнаçнă. Юлашки çулсенче çăлкуç территорине тирпей-илем кĕртнĕ‚ йĕри-тавра хăна çурчĕсем ÿссе ларнă‚ кÿршĕри ту çинче сăрт-ту йĕлтĕр трасси хăпартнă.

Бирск - ĕлĕкхи купца хули. Çавăнпа канмалли кун унта та кайса килме пулать. Юлашки вăхăтра хулана çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. Кунта тĕп хула лапамне юсанă. Ӳкĕтлесе ыйтсан ĕлĕкхи православи соборĕн колокольнине те хăпарма ирĕк парĕç.

Бирскран инçе те мар‚ Павловка енне кайсан‚ Çветтуй Георгий Успени мăнастирĕ пур. Çакă илемлĕ арçын мăнастирне XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хăпартнă.

Килте хаваслă вăхăт ирттересси
Каникул вăхăтне лăпкă та хăрушсăрлăхлă ирттермели мелсенчен пĕри - килте тăрса юлни. Кăçал вырăнти администрацисем аслисемпе ачасем каникул кунĕсене кичем ан ирттерччĕр тесе тата та нумайрах пăртан лапамсем тунă.

Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла‚ пур хуласемпе районсенче ирттерекен мероприятисене «Культурный мир Башкортостана» сайтра тупма пулать.

ПР «Республика Башкортостан»

Издательство çурчĕн

материалĕсем тăрăх

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: