Пур хыпар та
Общие статьи
13 Кӑрлач 2021, 12:32

Александр Дмитриевичпа Надежда Егоровна ТИМОФЕЕВСЕМ

Пелепей тăрăхĕнчи Алексеевка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аттепе аннене, ырă кăмăллă асаттепе асаннене, кукаçипе кукамая Александр Дмитриевичпа Надежда Егоровна ТИМОФЕЕВСЕНЕ ылтăн туй ячĕпе!

Сире çемье уявĕн кунĕ ячĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăр вăрăм та такăр, телейĕр тулли, сывлăхăр çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачăрсемпе мăнукăрсем пархатарĕпе савăнса пурăнмалла пултăр. Эсир пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр, пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Уявсемпе ăшпиллĕн саламлатпăр
Ача-мăнук пĕрле пуçтарăнса.
Сÿнми телей, чир-чĕрсĕр кун сунатпăр,
Нумай çулсем пурăнăр ыр курса.
Ăшă салампа - ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕпе кĕрушĕ, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: