Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Кӑрлач 2021, 12:46

Килсе курăр Павловка шкулĕнчи музея

Эсир музейсене çӳреме юрататăр-и? Юрататăр пулсан, килсе курăр пирĕн пата. Чăннипех калатăп, пирĕн шкулта питĕ чаплă музей пур. Ку ĕçе пуçарса яраканĕ вара шкулта ĕç урокĕсене ертсе пыракан Николай Прохорович Егоров. Вăл тăрăшнипе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пĕрремĕш экспонатсем музейра вырăн йышăннă.

Ачасемпе Николай Прохорович пир тĕртмелли хатĕрне те пуçтарса лартнă, кил-çурт таврашĕнче ĕлĕкрен усă курнă япаласем те тупăннă. Кунтах йывăçран тунă кĕрепле, кĕреçе (хусăк теççĕ ăна пирĕн енче), сенĕк, урапа, кĕвенте тата нумай-нумай япала. Юнашарах хурт-хăмăр ăстин хатĕр-хĕтĕрĕ: вĕркĕчĕ, юман кăмпи, хурт вĕлли, карас, пуçа тăхăнмалли сетка.
Тепĕр енче авалхи йывăç кравать ларать, ун çинче тĕрлесе илемлетнĕ минтерсем, çекĕлпе çыхнă чĕнтĕрлĕ виткĕчсем. Çумĕнчех сăпка çакăнса тăрать. Çакăн пек сăпкара сиктерсе ӳстернĕ ĕнтĕ пирĕн ват асаннесем ачисене чăвашла юрăсем шăрантарса. Кунтах хĕрарăмсем тĕпел кукринче тыткаланă хатĕрсем: турчăка, ухват, çатмасем, çатма аврисем, йывăçран тунă савăт-сапа. Мĕн кăна çук-ши кунта! Йывăç витре те пур, тăвар вĕтетмелли килĕ те, кукăль валли улма тӳмелли, кĕпе çумалли валашкасем, çăкаран хатĕрленĕ пĕчĕк пыл чĕресĕ, çу уçламалли уйран çӳпçи, çип арламалли йĕке. Юнашарах арча ларать. Уçса пăхар-ха ăна. Арчара ĕлĕкрен хĕрарăмсен кĕпе тумтирĕ упраннă, чи хаклă япалисене те унтах хунă асанне-кукамайсем. Сĕтел çинче вара сăмавар часрах ларса чей ĕçме чĕнет пек. Çак чăваш тĕнчине лексен чуна питĕ ăшă пулса каять, хăвăн тăван халăхун пурнăçне тата та тарăнрах пĕлес, тĕпчес туйăм çуралать.
Хальхи вăхăтра музей ертӳçи пулса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Анатольевна Егорова тăрăшать. Таврапĕлÿçĕсен кружокне те вăлах ертсе пырать, эпир савăнсах çӳретпĕр ун патне. Вĕрентекенпе пĕрле тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлетпĕр, конференцисене хутшăнатпăр. Музейра час-часах уроксем те иртеççĕ, эпир кунтах архив материалĕсене те пухатпăр, тăван тăрăх историне ватă çынсенчен çырса пыма тăрăшатпăр. Ял историйĕпе çыхăннă ĕçсем те кунта упранаççĕ: кивĕ сăн ӳкерчĕксем, шкул историйĕ, паллă çынсем, спорт çитĕнĕвĕсем тата иртнĕ пурнăçпа çыхăннă хаклă материалсем.
Шкул музейĕнче иртнĕ вăрçа хутшăннă салтаксене халалланă стенд уйрăмах хисеплĕ вырăн йышăнать. Пирĕн тăрăхран вăрçа икçĕре яхăн салтака ăсатнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. Анчах эпир вĕсене манмастпăр, паттăрла ĕçĕсем çинчен сăн ӳкерчĕксенчен пирĕн çине пăхакан фронтовиксем хăйсемех каласа параççĕ пек туйăнать. Кунтах манăн ват асаттен сăн ӳкерчĕкĕ те пур, эпĕ ăна курман пулсан та вăл маншăн çывăх çын. Кашни çуркунне эпĕ унăн портретне йăтса «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнатăп. Пуçĕсене хунă салтаксем хальхи пурнăçа курсан, ял епле улшăннине асăрхасан, çынсен савăнăçлă сăн-пичĕсене пăхса питĕ хĕпĕртенĕ пулĕччĕç. Пысăк уявсенче шкул картишĕнче вырнаçтарнă палăк умĕнче митингсем иртеççĕ, эпир ветерансене тав туса палăк умне чечек çыххисем хуратпăр.
Эпир Афган вăрçи витĕр иртнĕ салтаксене те манмастпăр, вĕсене час-часах шкула чĕнетпĕр. С.В. Степанов, И.Т. Габбясов, Ю.М. Егоров çак вăрçа çамрăклах хутшăннă, çирĕмрех шурă çӳçлĕ пулса тăнă. Афганистанран тăван çĕре тупăкра таврăннă Ф.Ф. Шарипов вара ĕмĕрлĕхе ял çыннисен асĕнче вун тăххăрти каччă пек тăрса юлнă. Пирĕн шкул стени çине ăна халалласа ятарлă Асăну хăми çапнă.
Музейра шкулăн иртнĕ пурнăçне ăна уçнă çулсенчен пуçласа паянхи кунччен курма пулать. Кивĕ шкул çурчĕсем, шкул пахчи, вĕрентекенсем, вĕренекенсем çинчен веçех пире музейри экспонатсем каласа параççĕ. Ватă вĕрентекенсен сăнĕсем куç умĕнчех: В.И. тата О.А. Афанасьевсем, Г. К. Борисов, П.Л. Николаев, В. В. Тимофеева, А. Н. Горбунова, В.И. Суюндикова. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех тăван шкулта вăй хунă. Тайма пуç вĕрентекенсене.
Шкула хăнасем килсен, яланах вĕсене музей курма чĕнетпĕр, хамăрах каласа паратпăр, экскурси ирттеретпĕр. Анчах та пĕр чăрмав та пур пирĕн, музей пӳлĕмĕ пĕчĕк. Шкул директорĕ Софья Васильевна пысăкрах пӳлĕм пама шантарать те…Хăçан пулĕ-ши вăл? Çакна пăхмасăр эпир сире, хисеплĕ вулакансем, хамăр пата Павловка шкулне килсе курма йыхравлатпăр.
Юрий НИКОЛАЕВ вĕренекен.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕнчи шкул.
Читайте нас: