Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Кӑрлач 2021, 12:25

Леонид Павлович МИХАЙЛОВ

Ĕпхÿ районĕнчи Юматовăра пурăнакан юратнă асаттене Леонид Павлович МИХАЙЛОВА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Эпир ăна пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу сунатпăр. Çак савăнăçлă самантпа усă курса унăн юратнă сăввине парнелетпĕр, çав йĕркесене пирĕнпе пĕрле эсĕ те вĕреннине яланах асра тытатпăр.
Аттен ашшĕ асатте
Пит мăнаçлăн курăнать.
Шап-шур çÿçлĕ мăн атте
Пире питĕ юратать!
Ăшă чунлă асатте
Пире пиллĕн ыталать.
Хитре капăр çĕн тетте
Ыр сунса шав туянать.
Асаттен пур сад пахчи,
Тĕрлĕ çимĕç ÿстерет.
Эпир лартнă улмуççи
Кашни çул шеп ешерет.
Вăй хуратăп савăнса,
Мĕн пур ĕç пырать ăнса!
Сĕт ĕçетĕп кашни ир –
Хăратаймĕ мана чир.
Тав туса ват ĕнене
Пан улми эп çитереп.
Юратса асаттене
Пиллĕкпе çеç вĕренеп.
Ыталаса чуп тăватпăр - Настенька, Феденька тата Ульяночка мăнукĕсем.
Читайте нас: