Хисеплĕ те сумлă Николай Федорович, сире чаплă юбилей ячĕпе саламласа тĕнчери мĕнпур ырлăха: çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, тулăх пурнăç, килĕшÿ сунатпăр. Ăшă та тарават кăмăлушăн, тăван халăх тата чĕлхе аталанăвĕшĕн вĕри чĕреллĕ пулса тăрăшнăшăн, пире ĕçре пулăшса пынăшăн тав тăватпăр.
Тĕллев патне кунран-кунах эсир утрăр,
Вĕрентÿ тÿпинче хăвăр çăлтăра тупрăр.
Сирте паян та таптăр-и вăй-хал,
Мĕн пур ĕç-пуç пулайтăр-и кал-кал?
Хисеплесе сума сăвать ĕçтеш те тус-тăван
Тĕнче илемлĕ, пурнăç пит аван.
Ăшă салампа - «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.