Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Кӑрлач 2021, 12:45

Кун-çул кустăрми тикĕс кусмасть

Пушкăртстанра чăвашлăхшăн тăрăшакан пултаруллă та хастар чăвашăн - Иван Степанов-Нукасакăн, январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче чаплă юбилей çитет. Çавна пулах «Урал сасси» хаçатра ун çинчен çырса пĕлтерес шухăш-кăмăл çуралчĕ.

Харпăр çыннăн пурăнан пурнăçра кун-çул кустăрми ĕмĕр сакки тăрăх Турă пÿрнипе малалла ăнтăлса чупать. Пурнăç çулĕ пур этемшĕн те тикĕс, такăр пулмасть. Унăн тумхахлă енĕсем хăш-пĕрисемшĕн ытларах та пулĕ.
И.С. Степановăн та кун-çулĕ тумхахлă, кукăр-макăр çулсемсĕр иртмен. Вăл пурнăç тути-масине хăйĕн çак çула çитнĕ ĕмĕрĕнче сахал мар тутанса курнă. Пĕр тесен унăн кун-çулĕ урăхларах та килсе тухма пултарнă, енчен те ашшĕ-амăшĕ хăйсен ирĕкĕпе ялтан аяккалла «Çĕпĕр шăтăкне» тухса кайман пулсан.
Анчах та Иван Сафронович тĕнче çаврăмĕнче çухалса кайман, хăйĕн интеллектне наркăмăшпа улăштарман, эрех-сăрапа çыхланман, яланах виçине пĕлнĕ. Сăмах май, Совет самани вăхăтĕнчех, 1980 çулсен вĕçĕнче, Латвире (вăл вăхăтра Иван Сафронович унта пурăннă) наркотикпа усă курасси анлă сарăлнă.
Иван Сафронович çемье çавăрса ача-пăчаллă пулсан та тăван Нукасак ялне асран кăларман. Тунсăх пуснипе çемйине хăварса, мăшăрĕ килесшĕн пулманнипе, пĕчченех Пушкăртстана таврăннă. Малтанлăха Ĕпхÿ хулине килнĕ, хваттер тупнă, ĕçе кĕнĕ. Хăйĕнпе пĕр шухăшлă ентешсемпе тачă çыхăну тытнă, ĕçленĕ.
И.С. Степановăн амăшĕн Ефимия Герасимовна Степанован (Кузьмина, 1920-2013 çç.) пĕрремĕш мăшăрĕ Федор Петрович Карташов (1918-1943 çç.) вăрçăра вилнĕ. Вăл Волховский фронтра взвод командирĕ пулнă. Ленинград облаçĕнчи Старорусский районта Ловать юхан шывĕ патĕнче пуç хунă. Вăрçăччен Федор Карташов ял клубĕнче ертÿçĕ пулса ĕçленĕ. Балалайкăпа ăста каланă. Вĕсен пĕр ывăл çуралнă, ăна Юрий (1942-1968 çç.) ят панă. Каярах Ухвине аппа Сафрон Дмитриевич Степанова (1925-1989 çç.), Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранне тепре качча тухнă. Вĕсем ултă ача çуратса пиллĕкĕшне ÿстернĕ (пĕри - Роман ятли пĕчĕклех вилнĕ). Юра Карташов вĕсемпе ÿснĕ. Ачисем ăслă-тăнлă пулчĕç, Нукасак шкулĕнче лайăх паллăсемпе вĕренсе пычĕç.
Ак, мĕнле килсе тухрĕ вĕсен çемйин кун-çулĕ: Совет самани вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, йышлă пурăнакан вырăнсенчи халăхсене çынсем сахал пурăнакан çĕрсене вербовка мелĕпе куçарма тытăнчĕç. Çакна питĕ лайăх астăватăп. Çав юхăма пула Чита облаçне Нукасакран хăйсен ирĕкĕпе виçĕ çемье пур пек туприсене тиесе тухса кайрĕç. Вĕсен шутĕнче Иван Степановăн ашшĕ-амăшĕ те. Хысна вĕсене пурăнмалăх майсем туса панă: пурăнмалли пÿртпе, куçăм укçипе тивĕçтернĕ, ĕне парса пулăшнă, анчах пурнăç çăмăлах пулман. Тухса кайнă хыççăн тем чухлĕ вăхăт иртсен Сахрун йысна яла, пирĕн Павăл мучей (П.В. Кузьмин учитель - атте енчи çывăх тăван) патне çыру çырса янă иккен. «Нуши унта пиртен малтан çитсе пире кĕтсе тăнă», - тенĕ.
***
Иван Степанов Пушкăрт АССРĕн Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Нукасак ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1958 çул Нукасакăн çичĕ класлă шкулне пĕрремĕш класа кайнă.
Арçын ача вун тăваттă тултарсан Степановсен çемйи вербовкăпа Чита облаçĕнчи Могойтуйски районĕнчи Цаган-Ола ялне куçса кайнă. 1966 çулта Бурят АССРĕн Прибайкальски районĕнчи Покровка ялне куçнă. Иван Степанов 1967 çул Прибайкальски районĕнчи Ильинскри вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Улан-Удэри 13№ училище вĕренме кĕнĕ, тепĕр икĕ çултан вĕренсе тухнă. Транс Сибирь магистральне кĕрекен Улан-Удэ станцинчи депора тепловоз машинисчĕн пулăшаканĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Çав çулах Ĕпхÿри индустрипе педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ, «Производствори вĕрентÿ мастерĕ» специальноçа алла илнĕ. 1972 çул пассажирсене çÿретекен тепловозăн машинист пулăшаканĕ пулса Ĕпхÿ-Çтерлĕ поезд çинче стажировка иртнĕ.
Техникум пĕтерсен хăй ирĕкĕпе Байкал хыçĕнчи çар округĕн уйрăм батальонĕнче, кĕçĕн лейтенант званипе, авиаци техникипе тивĕçтерекен взвод командирĕ пулса çар службинче тăнă. 1975 çул демобилизаципе таврăннă.
Оборона Министерствин 110№ приказĕпе чăваш каччине 1984 çулта вĕçев аппарачĕсене топливăпа тивĕçтерекен юсав оборудованийĕсен цех начальникĕн должноçне лартнă, капитан звани панă. Çар службинчен таврăнсан, 1975 çул, Иван Степанов Латвири Даугавпилс хулинче чугун çул ĕçченĕсен 2№ училищине ĕçе кĕнĕ. 1980 çул куçару мелĕпе базăллă предприятине, локомативсене юсакан заводри инструмент цехне куçнă. Цехри профсоюз комитечĕн председателĕн çумĕ пулса тăнă, производство комиссине ертсе пынă.
1998-2000 çулсенче Иван Сафронович ООН хÿттинчи Пĕтĕм тĕнчери тĕн университечĕн Рига хулинчи Брахма Кумарис ячĕллĕ филиалăн (штаб хваттерĕ Манут Абу хулинче, Раджастан, Инди) Тĕнчери тĕнсен конфессине пĕтерсе тухнă.
1992 çул ăна Пĕтĕм тĕнчери чăваш наци конгресĕн йĕркелÿ съездĕнче Аслă Канаш пайташне суйланă. 2005 çулччен вăл ЧНКан Латвири элчи пулнă. Шăпах çак çул тăван кĕтесшĕн тунсăхланă арçын Раççее таврăннă, Ĕпхÿри газ предприятине ĕçе вырнаçнă.
Çав çулсенче аллăран иртнĕ чăваш арĕ Пушкăртстанри Чăваш культура обществин председателĕн идеологи енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, обществăлла ĕçсене илсе пынă, «Нарспи» чăваш халăх ансамбльне хутшăннă. Çавăн пекех «Элем» (Ĕпхÿ), «Ăраскал» (Чăваш Нукасак ялĕ) ушкăнсем йĕркеленĕ. Хăех вокал партине ертсе пынă (солист пулса). Раççей хулисенче Мускавра, Шупашкарта, Нурлатра (Тутарстанра), Ульяновскра, Керчьре концертсемпе пулнă. Крымпа Севастополь Раççей йышне кĕнĕ хыççăн унăн çулталăкне халалланă фестивале те хутшăннă.
Иван Сафронович - Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕ. Вулакансем ăна ытларах Иван Нукасак ятпа пĕлеççĕ. Унăн 2001 çул «Туртăм» ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă.
2011 çултанпа И.С.Степанов тивĕçлĕ канура.
И.С. Степанов Пушкăртстанри СССР икĕ хут геройĕн, авиаци генерал-майорĕн А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен пĕрлĕхĕн пайташĕ пулса тăрать. Ăна совет офицерĕсен пĕрлĕхĕн «За верность присяге» медальпе наградăланă.
Иван Сафроновичăн ачисем, Валентина хĕрĕпе Александр ывăлĕ, Латвире Даугавпилс хулинче пурăнаççĕ. 2011 çулта Владислав мăнукĕ çуралнă. Нукасакра пурăнакан ашшĕ тата аслашшĕ тăванĕсемпе çыхăнăва татмасть.
И.С. Степановăн ашшĕпе амăшĕ 1969 çулта Бурятирен Красноярск хулине куçса килнĕ. Ашшĕне, Сафрон Дмитриевича, тăван ял масарне илсе килсе пытарнă. Анчах та амăшĕ, Ефимия Герасимовна, ĕмĕрлĕх канлĕхне Красноярск çĕрĕ çинче тупнă. Паянхи кун Иван Сафроновичăн пĕртăванĕсем тата вĕсен ачисемпе мăнукĕсем çав хулара пурăнаççĕ.
2011 çул Иван Нукасак тăван яла, Нукасака, куçса килчĕ. Çĕнĕ пÿрт туянма мехел çитерчĕ. Кил-çуртри строительство ĕçĕсене пĕтерсе карта-хура, мунча хăпартса лартрĕ. Нукасакри тăванĕсемпе тачă çыхăну тытать. Çавăн пекех Красноярск хулинчисемпе те пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çÿреççĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче ĕç ветеранне Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн Хисеп хутне парса чысланă. Унта çак йĕркесене вулама пулать: «Паллă чăваш общество деятельне И.С. Степанова чăваш культура обществине сыхласа хăварас тата аталантарас, çамрăк ăрăва тăван халăхăн чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине вĕрентес ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн тата 70 çул тултарнă ятпа чыслатпăр». Хисеп хутне И.С. Султанмуратов çирĕплетсе «Сертификат» панă.
Иван Сафронович халĕ те общество ĕçне хастар хутшăнать. Ялта унсăр пĕр мероприяти те иртмест. Нукасакăн вăтам шкулĕпе çыхăну тытма, вĕренекенсем патне кайса çÿреме вăхăтне тупать. Тĕслĕхрен, Ухсай Яккăвĕн юбилейне чысласа шкулта литература эрни иртнĕ. Çав мероприятине Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи тутар тата чăваш уйрăмĕн вĕрентекенĕ Наталья Карпова доцент, «Шуратăл» литпĕрлешÿ членĕ Иван Нукасак поэт-çыравçă тата ун мăшăрĕ Надежда Михайловна хутшăннă. Çавăн пекех вăл Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне чысласа шкул ачисемпе уçă та кăмăллă калаçу ирттернĕ. Вăрçă, тĕнчери лару-тăру тата хăйĕн кун-çулĕ çинчен ăнланмалла каласа панă.
Çÿлерех Ĕпхÿри «Элем» чăваш фольклор ушкăнне пуçаракансенчен пĕри И.Нукасак (Ю.П. тата Л.П. Михайловсемпе пĕрле) пулнă терĕмĕр. Унăн ятне те хăех панă. Нукасакри çавăн пекех ансамбле вара пĕтĕмпех хăй йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра вун икĕ çынран тăракан ушкăн тĕрлĕ мероприятисенче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать, кăмăл-туйăма çĕклет.
Вера ФОМИНА.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.
Читайте нас: