Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Кӑрлач 2021, 12:29

Леонид Павлович МИХАЙЛОВ

Ĕпхÿ районĕнчи Юматовăра пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ те çивĕч ăс-тăнлă аслă юлташа, Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ пулнă ĕçтеше Леонид Павлович МИХАЙЛОВА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Хисеплĕ Леонид Павлович, эсир, тĕп хулара чăваш вырсарни шкулне йĕркелекенсенчен тата ăна çĕнетсе аталантараканисенчен пĕри. Республикăри хăйпултарулăх ушкăнĕсене ура çине тăма чылай пулăшрăр. Çав шутра «Элем» чăваш юрă-ташă ансамбльне асăнса хăвармалла. Сире эпир пултаруллă хут купăс ăсти пек те лайăх пĕлетпĕр. Унсăр пуçне чăвашсен историлле эткерне тĕпчеме вăхăт та, мехел те çитеретĕр.
Юбилей ячĕпе саламланă май, пархатарлă та вăрăм кун-çул, кăкăр тулли çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми ăнăçу сунатпăр. Çумра яланах юратнă çынсемпе шанчăклă туссем пулччăр.
Чун ăшшипе, уç кăмăлпа,ăспа
Турри савсах сире, тен, пуянлатнă.
Ут малалла сывлăхупа, чыспа -
Хевте пур чух вуçех хăратмĕ ватлăх.
Ăшă салампа - Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ П.В.Чубенко тата вĕрентекенсем, ПР чăваш культура обществин правленийĕ, «Элем» ансамбль хастарĕсем, Пушкăртстанри А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн пайташĕсем.
Читайте нас: