Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Кӑрлач 2021, 13:13

Пире трактор кирлĕ!

Ялта ача-пăча лапамĕ çитмест-и, урамсене çутă кĕртмелле-и, е тавралăха хăтлăрах, илемлĕрех тумалла-и, çак ĕмĕтсене республикăри вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан (ППМИ) программăна хутшăнса пурнăçлама май пур.

Ялта ача-пăча лапамĕ çитмест-и, урамсене çутă кĕртмелле-и, е тавралăха хăтлăрах, илемлĕрех тумалла-и, çак ĕмĕтсене республикăри вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан (ППМИ) программăна хутшăнса пурнăçлама май пур.
Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Давлекан районĕнче улттăмĕш хут ĕнтĕ вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан (ППМИ) программа çула тухнă. Чуюнчă ял Канашĕ асăннă программăна хутшăнса тăватă хутчен конкурсра çĕнтернĕ. Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа витĕмĕпе ял пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă сахал мар çивĕч ыйтăва татса панă. Проект чăннипех те ĕçленине, унăн ырă енĕсене сахал мар курнă ял çыннисем кăçал та унта хутшăнма кăмăл туса вырăнти культура çуртне пĕтĕмлетÿ пухăвне пуçтарăннă.
Маларах ял хутлăх администрацийĕнче ĕçлекенсем 65 çултан аслăрах çынсем тата пуçламăш класс учителĕсем хушшинче ыйтăм йĕркеленĕ. Унсăр пуçне ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ С.Н. Никифоров пуху та ирттернĕ. Унта пуçтарăннисем анкета мелĕпе программăна хутшăнма, кирлĕ ĕç валли укçа-тенкĕ пама килĕшнĕ.
Чуюнчă-Николаевка ялĕнче (вăл Чуюнчă ял Канашне кĕрет) пурăнакансем МТЗ-81.1 трактор туянма ĕмĕтленеççĕ. Техника ял пурнăçĕнче пысăк пулăшу парĕ. Программа условийӗсемпе килӗшӳллӗн пухура ял çыннисем граждансен мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывмаллине палӑртнă, вырӑнти спонсорсемпе пулӑшу пирки калаçса татăлса проекта пурнӑҫламалли пуҫару ушкӑнне суйланă.
Вырӑнти шкул ачисем те айккинче юлман. Вӗсем ӳкерчӗксен конкурсне хутшӑнса трактор туянма кирлине ӳкерсе кӑтартнӑ. Ку акци проект суйлав тапхăрĕ витĕр иртнӗ чухне хушма балл парĕ. Чуюнчă-Николаевкӑра пурӑнакансен пуҫарӑвне муниципаллӑ район Канашӗн секретарӗ Р.М. Аминова ырласа йышăннă. Вӑл вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑн усси ҫинчен каласа панă, ҫынсене конкурс суйлавӗнче ӑнӑҫу суннă.
Халӗ пуҫару ушкӑнĕн ял тӑрӑх администрацийӗ пулӑшнипе республика пуҫарӑвӗсен конкурсне хутшӑнмалли документсене хатĕрлемелли юлнă. Патшалăх укçа-тенкĕ уйăрас ĕçе вăраха ямĕ. Халăх хăй енчен утăм туни - конкурс условийĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ. Тен, чуюнчă-николаевкăсем кăçалах çĕнĕ тракторлă пулĕç.
Пуху хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса иртнĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Давлекан районĕ,
Чуюнчă-Николаевка ялĕ.
Читайте нас: