Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те хăйĕн илемĕпе асамлă, илемне курма, савăнма пĕлсен… Маншăн вара чи илемлĕ те асамлă вăхăт кĕркунне. Çуллахи шăрăх вăхăтсем иртсе кайрĕç, асăнмалăх çеç тăрса юлчĕç. Çумăрĕ вăхăтлă çумарĕ пулсан та пахчасемпе уй-хирсем питĕ паха та тулăх тухăçпа савăнтарчĕç.