Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Кӑрлач 2021, 12:36

Тĕп парне хуçи - Эрехĕрринчи Нина Зарянова

Хисеплĕ туссем! Январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, «Урал сасси» хаçат редакцинче кăларăма 2021 çула çырăнса илнисен хушшинче лотерея вылявĕ иртрĕ.

Унта хутшăнма кăмăл тунисенчен 174 квитанци копийĕ килчĕ. Пурĕ 17 парне выляттартăмăр. Парнесен шутĕнче тĕрлĕ савăт-сапа, кил-çуртра, пахчара усă курмалли хатĕрсем, ача-пăча тетти тата тĕп парне - кофе вĕретмелли савăт - пулчĕç.
Лототрона çавăрса телейлисене палăртрăмăр. Парнесене выляса илекенсем çаксем пулчĕç:
Александр Ильин (Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ) - номерсем тăрăх ÿкермелли хатĕр;
Валерий Михайлов (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ) - отверткăсен наборĕ;
Галина Кириллова (Пелепей хули) - стакансен наборĕ;
И.Н. Кузьмина (Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕпуç ялĕ) - икĕ енлĕ отвертка;
Роза Андреева (Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ) - чечек ÿстермелли тăм савăт;
Татьяна Иванова (Пелепей хули) - чиене шăмминчен тасатмалли хатĕр;
Глафира Аблясова (Пелепей хули) - стена çине çакмалли сехет;
В.А. Павлов (Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ) - салат хумалли кĕленче савăтсем;
Галина Егорова (Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ) - стакансен наборĕ;
Юрий Демьянов (Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ) - салат хумалли пĕчĕк кĕленче савăт;
Владимир Сурков (Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ) - стакансен наборĕ;
Людмила Никитина (Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ) - ултă кĕтеслĕ уçăсен наборĕ;
Н.З. Дмитриева (Авăркас районĕ, Добровольное ялĕ) - сахăр ямалли хупăллă савăт;
Валерий Кириллов (Ĕпхÿ хули) - чиене шăмминчен тасатмалли хатĕр;
Сергей Семенов (Пишпÿлек районĕ, Такмак ялĕ) - инструментсем упрамалли ещĕк;
Мария Федорова (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ) - пахча шăвармалли шланг.
Акă тĕп парнене выляттармалли вăхăт та çитрĕ. Вăл кама лекет-ши тесе сывламасăр тенĕ пек тăратпăр. Редакци ĕçченĕ Ирида Новикова (сăн ÿкерчĕкре) лототронран хушаматне çырнă тепĕр хут туртса кăларчĕ. Кофе вĕретмелли савăт хуçи Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Нина Тихоновна Зарянова пулса тăчĕ!
Хисеплĕ туссем! Хулара пулнă чух «Урал сасси» редакцине çитсе хăвăра тивĕçнĕ парнесене кĕрсе илме пултаратăр. Инçетре пурăнакансене ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май хамăр кĕртсе пама тăрăшăпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
8(34786) 4-22-81; 8(34786) 4-12-78.
«Урал сасси» хаçат редакцйĕ.
Читайте нас: