Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Кӑрлач 2021, 13:45

Сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн кар! тăрса

Январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Авăркас районĕнче республикăри «Урă ял - 2020» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи пĕтĕмлетÿ мероприятийĕ иртнĕ. Кăçал конкурса районти 42 ял хутшăннă. Муниципаллă тапхăр пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пĕрремĕш вырăна Таштамак ялĕ тивĕçнĕ.

Таштамак ялĕнчи мероприятие Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Галим Якупов, Пушкăрт чĕлхине сыхласа хăварас тата аталантарас енĕпе ĕçлекен фонд директорĕ Гульназ Юсупова, Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕн предпринимательство енĕпе ĕçлекен комиссийĕн координаторĕ Рашит Шайдуллин, Авăркас район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Цуканов, Авăркас район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлакан управляющийĕ Фаузия Юламанова, районти культура тата вĕрентÿ уйрăмĕсен пуçлăхĕсем Булат Багаутдиновпа Рустэм Гилязетдинов хутшăннă.

Сергей Цуканов хăй сăмахĕнче конкурсăн ырă енĕсене палăртнă. Ял çыннисене урă тата сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма хăнăхтарасси, çитĕнекен ăрăва халăх йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн воспитани парасси, ĕçме, туртма вĕренесрен, наркотиксемпе усă курассинчен сыхланма вĕрентесси мероприятин тĕп тĕллевĕ пулса тăнине аса илтернĕ.

Вăл администрацине, таштамаксене тав туса 50 пин тенкĕлĕх сертификат панă тата ял хутлăхĕнчи канăçсăр чĕреллĕ хастарсене Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Галим Минигалеевич та ял хутлăхĕн пуçлăхне Минсара Федорована тата ял хастарĕсене Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕ ятĕнчен тав тунă.

Çав кун ял çыннисем пухăнса урам тăрăх утнă. Халăх тĕрлĕ наци костюмĕ тăхăнса утни Таштамакра темиçе тĕрлĕ халăх туслă пурăннине çирĕплетет. Унта йĕлтĕрçĕсем, скандинави çÿревне юратакансем, нумай ачаллă çемьесем хутшăннă.

Çавăн пекех халăх пултарулăхĕн выставкине йĕркеленĕ, культура тата ялти пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем мероприятие хутшăннисене юрă-кĕвĕ номерĕсемпе савăнтарнă, ял çыннисем тĕрлĕ хускану вăййисене хутшăннă .

Таштамак ялĕ конкурсăн республика тапхăрĕнче Авăркас районне хÿтĕлĕ.

Надежда РОДИОНОВА.

Авăркас районĕ, Таштамак ялĕ.
Читайте нас: