Вилнĕ юлташ çырăвĕ
- Николай Михайлович, эсир сывă юлнин тĕп сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Манăн питĕ чĕрĕ юлас килетчĕ… Килте аттепе анне тата юратнă хĕр Укахви кĕтнĕ. Анчах та вăл мана кĕтсе илеймерĕ, урăххине качча тухрĕ.
- Апла пулсан июнь уйăхĕн 22-мĕшĕ патне таврăнар-ха. Е малтан хăвăр çемье çинчен каласа паратăр?
- Эпĕ хам Çтерлĕ районĕнчен. Пирĕн ял - Ямансас - чăваш ялĕ. Çтерлĕ хулинчен 20 çухрăмра вырнаçнă. 1921 çулхи февраль уйăхĕн 12-мĕш кунĕнче çуралнă. Атте Михаил Семенович Пĕрремĕш тĕнче вăрçин инваличĕ пулнă, ăна аллинчен амантнă. Анне… Унăн икĕ ят. Пĕри - Елена Алексеевна, тепри - Надежда Алексеевна.
- Мĕнле апла?
- Капла вăл Надежда. Качча тухнă чухне чиркÿре ăна йăнăшпа Елена тесе çырнă. Ун чухне çырма-вулама пĕлекенсем сахал пулнă, асăрхаман пулмалла… Манăн икĕ йăмăкпа аппа тата икĕ шăллăм пулнă. Эпĕ çемьере иккĕмĕш. Эпир чухăнсемпе вăтам хресчен хушшинчи пурнăçпа пурăннă. Лаша, ĕне, сурăхсем.
- Колхоз мĕнле йĕркеленнине астăватăр-и? Аçу-аннÿ коллективизаципе килĕшнĕ е хирĕç пулнă?
- Малтанах хирĕçчĕ. Эх, мĕн чухлĕ пире ухтарман-ши? Тырă шыратчĕç… Вăт влаçрисем çавăн чухлĕ пама хушаççĕ. Хушнине пурнăçлан çеç тата çавăн чухлĕ ыйтаççĕ. Юлашкинчен хамăр валли те юлмасть. Выçă лармалла. Çемьере вара ултă ача. Вăт çавна пула «ытлараххине» пытарнă та …
Кăшт каярах колхоза кĕнисем лайăхрах пурăна пуçларĕç, патшалăх пулăша пуçларĕ. Жнейкăпа, лобогрейкăсемпе усă куратчĕç. Эпир вара çурлапа çулатпăр. 1932 çулта аттепе анне колхоза кĕчĕç.
Манăн, пире хирĕç пурăнакан, Андрей Данилов çывăх тус пурччĕ. Вĕсен çемйине кулаксем тесе пĕтерчĕç. Чăн та, кÿршĕсен арçын ачасем чылайччĕ, пурте ĕçлетчĕç, çавна пулах ыттисенчен лайăхрах пурăннă. Виçĕ е тăватă лаша тытатчĕç.
Ун чухне самани çапла пулнă. Райком сирĕн ялта çавăн чухлĕ кулак кил-çуртне тĕп тумалла тесе хушу паратчĕ. Ял Канашĕнче канашлу ирттереççĕ те «кулаксене» палăртаççĕ. Çапла майпа Даниловсене Кемер облаçне кăларса ячĕç. Ямансасра Андрейпа пĕр йăмăкĕ кăна юлчĕç. Кăшт вăхăт иртсен ашшĕ таврăнчĕ, пысăках мар çурт лартрĕ. Хăш-пĕр ывăлĕсем те тăван тăрăха килсе çитрĕç. Андрей вара Авăркас районĕнче электрик пулса ĕçлерĕ, пурнăçĕ фронтра татăлчĕ.
- Мĕнле вăхăт пулнă… Ĕçлекен çемьене аркатса ялтан кăларса янă. Çав вăхăтрах каччă фронта тухса кайса Тăван çĕршывшăн пуçне хунă.
- Çапла… Эпĕ вăрçăран таврăнсан унăн тăванĕсем мана вăл фронтран çырнă çырăва пачĕç… Пурте лайăх, пурне те салам ярать вăл…
Пысăк çын
- Сире çара вăрçăчченех илнĕ…
- Хальлĕхе çар мар-ха, малтан шкул. Эпĕ лайăх вĕренеттĕм. Манăн икĕмĕш сыпăкри пичче, Платон Захарович Ефимов, шкулти учитель манран математикăпа задачăсем мĕнле шутламаллине ыйтатчĕ. Эпĕ çичĕ çулхи шкула вĕренсе пĕтерсен вăл аттепе аннене мана малалла вĕренме яма ÿкĕте кĕртнĕ. Вĕсем,паллах, ярасшăн пулман, мĕншĕн тесен килти хуçалăхра ĕç çителĕклех пулнă. Анчах та аслисем Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи вăтам шкула (Ямансасран 40 çухрăмра) кайма ирĕк панă. Вĕренме кĕмелли экзаменсем тытма Ямансасран эпир пиллĕкĕн кайрăмăр. Мана çеç вĕренме илчĕç. Треппелĕнче пурăнма кĕтес тупмалла пулчĕ. 1940 çулта шкул, çав вăхăтрах учительсен курсне те, пĕтерсе тăван яла таврăнтăм. Кунта шкула вĕрентекен пулса ĕçе вырнаçрăм.
- Ĕнерхи шкул ачи питĕ хăвăрт пысăк çынна тухнă.
- Çапла, мана тăваттăмĕш класс пачĕç. Унсăр пуçне мĕнпур шкулĕпе физкультура, улттăмĕш класра вырăс чĕлхи тата саккăрмĕшсен черчени урокĕсене илсе пытăм. Икĕ ставка яхăн пулчĕ. Укçа-тенкĕ лайăх ĕçлесе илеттĕм.
«Вăрçă пуçланать» пулмалла»
- 1941 çулхи май уйăхĕнче çар комиссариатĕнчен повестка пачĕç. Поезд çине лартăмăр та Бреста çити илсе çитерчĕç. Хĕвел анăçри Буг юханшывĕ. Унăн пĕр енче - нимĕçсем, тепĕр енче эпир тăратпăр. Пирĕн çар хули. Танксем… Вĕçĕ-хĕррисĕр салтаксем килсе тăраççĕ.
Пирĕн частьре аслă тата вăтам пĕлÿ илнисем валли вĕрентÿ взводне йĕркелерĕç. Унта кĕçĕн лейтенантсене хатĕрлеме пуçларĕç. Тактика вĕрентĕвĕн занятийĕсем кăнтăрла та, çĕрле те пыратчĕç.
- Эсир вăрçă пуçланассине сиснĕ-и?
- Паллах. Нимĕç самолечĕсем разведкăна вĕçеççĕ. Пирĕннисем те. Нимĕçсен пĕр самолет пулсан, пирĕн - иккĕ.
Унсăр пуçне пирĕн çынсем çухалатчĕç. Манпа пĕрле пĕр ентеш, вăл Подлеснăй ялĕнчи ача çуртĕнче вĕрентекен пулнă, хĕсметре тăратчĕ. Вăрçă пуçланиччен пĕр эрне маларах çухалчĕ. Ахăртнех, «чĕлхешĕн» тыткăна илнĕ пулмалла.
- Командирсем вăрçă пуçланасси пирки мĕн те пулсан калаçатчĕç-и?
- Каламан, анчах та хатĕрленĕ. Эпир мĕн патне çитессине туйнă. Эпĕ киле те çырса янăччĕ «Вăрçă пуçланать пулмалла» тесе.
- Çакăн пек çырусем çырма юранă-и вара?
- Эпĕ чăвашла çырнă, - кулать ветеран.
«Ыран вĕрентÿ тревоги пулмалла»
- … Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, шăмат кун, «Ыран вĕрентÿ тревоги пулмалла» теççĕ. Кашни винтовка валли пилĕкшер патрон пачĕç. Пирĕн хăйне хăй авăрланаканнисемччĕ. Вĕсемпе пĕр чарăнса тăмасăр пеме пулнă, анчах та çапăçура юрăхсăрччĕ. Кăшт хăйăр лексенех чăкăлташма пуçлать. Кайран киввисенех, Мосин системи тетчĕç, пачĕç. Манăн ППШ автомат пулнă, анчах та дискĕ çукчĕ, темшĕн илсе килеймен.
Каçхине пире çар хулинче «Салават Юлаев» фильм кăтартрĕç.
- Килĕшрĕ-и?
- Паллах. Эпир Илья Емельянов юлташпа, вăл та Ямансасранччĕ, питĕ савăнтăмăр. Фильма Пушкăрт çĕрĕ çинче ÿкернĕ-çке. Илья - минометчикчĕ, пурăнма вара пĕр казармăра пурăннă… Ирхине эпĕ ентешпе тĕл пулаймарăм. Вăрçă хыççăн унăн тăванĕсенчен вăл июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче сывă юлнине, каярах Украинăра пуç хунине пĕлтĕм.
Кино хыççăн çывăрма выртрăмăр, анчах эпĕ ыйха путаймарăм. Вун икĕ сехетре пирĕн взвода тăратрĕç те штаба илсе кайрĕç. Караула тăратрĕç. Çине-çине командирсем килеççĕ… Сехет-и е ытларах канашларĕç. Ун хыççăн пире каялла казармăна илсе кайрĕç. Çывăратпăр. Акă, ирхи 4 сехетре унта та кунта çурăлни-сирпĕнни илтĕнет, вут-çулăм алхасать… Аялти кĕпе-йĕмпех урама чупса тухрăмăр. Командирсем чупса çитрĕç: «Тумланăр, хĕç-пăшалсене илĕр! Вăрçă!» пулчĕ команда.
Вăт шăпах «Белорусфильм» студи ÿкернĕ «Брестская крепость» фильмри сюжетсем.
- Чăнлăхпа тÿр килеççĕ-и?
- Пурте тĕрĕсси. Ăна пăхнă чухне куçсем те шывланчĕç…
Ну, хамăн автомата илтĕм. Çунтармалли- сĕрмелли материалсен склачĕ патĕнче оборона йышăнма команда пулчĕ. Унта пур япала та çунать. Çулăм пĕр çухрăма çĕкленет пулмалла. Командир таçта урăх çĕре ертсе кайрĕ… «Патронсем ăçта?» - тет вăл, - «Манса хăварнă?». «Патронсемпе ещĕксем тăрса юлнă. Кам каять?» - кăшкăрать командир. Никам та чĕнмест. Вăл мана: «Эсĕ», - терĕ те тепĕр виçĕ салтака çак ĕçе тума хушрĕ. Эпир казарма патне чупрăмăр. Пĕр çухрăм çурă. Йĕри -тавра калама çук тĕттĕм, çунăк шăрши. Икĕ ещĕк илтĕмĕр. Вĕсем пысăках мар, анчах та питĕ йывăр. Каялла вырăна çитрĕмĕр, пирĕннисем пĕри те çук. Ещĕксемпе вĕсене хăваласа çитейместĕн…