Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Нарӑсӑн 2021, 12:36

Интернационалист салтаксене асăнмалли кун

Раççейре кашни çул февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсене Афганистан çĕршывĕнчен кăларнă куна, паллă тăваççĕ.

Совет халăхĕшĕн çак вăрçă вунă çул пынă. Пуçласа пирĕн çар çыннисене 1979 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Афганистана ăсатнă. Ун çинчен хаçатсенче те çырман, Афганистанра хĕсметре тăракан салтаксене те тăванĕсене çырнă çырура вăрçă çинчен пĕлтерме ирĕк паман.
Тĕнчери прогрессивлă общественноç Совет Союзне Афганистанран хăйĕн çарне кăларма хистенĕ. Калаçусем вăрах та çине тăрсах пынă. 1988 çулхи апрель уйăхĕнче Швейцаринче ООН представителĕсем хутшăннипе Пакистанпа Афганистан ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕсем Женева килĕшĕвне алă пуснă. Унта сăмах Афганистанри лăпкă мар лару-тăрăва йĕркелесси пирки пынă. Килĕшÿ тăрăх Совет Союзĕ 9 уйăх хушшинче хăйĕн çарне асăннă çĕршывран кăлармалла пулнă. Совет салтакĕсене Афганистанран кăларма 1988 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланă, 1989 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче юлашки совет салтакĕ асăннă çĕршывран тăван тăрăха таврăннă. Çак паллă дата пирĕн патшалăхăн историне кĕрсе юлнă.
Хăй енчен АПШ тата Пакистан Женева килĕшĕвĕ тăрăх моджахедсене пулăшу пама чарăнмалла пулнă. Анчах вĕсем çак йĕркене час-часах пăснă. Маларах совет правительстви Афганистан ыйтăвне вăйпа татса пама тăрăшнă пулсан, влаç тилхепине Михаил Горбачев илсен политика кĕрешĕвĕн меслечĕсем пачах улшăннă.
1987 çул вĕçне Афганистан пуçлăхĕ вырăнне Мохаммад Наджибулла йышăннă. Вăл çапăçăва чарма, боевиксене тĕрмерен кăларма, пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлма хистенĕ. Анчах оппозици çакăнпа килĕшесшĕн пулман, моджахедсем çĕнтериччен кĕрешесшĕн пулнă. Мохаммад Наджибуллан пуçарăвĕсем АПШ тата ытти хĕвеланăç çĕршывăн пуçлăхĕсене те килĕшмен. Вĕсем çар çапăçăвĕсене малалла тăсасшăн пулнă. Телее, ырă шухăш çиеле тухнă, Совет салтакĕсене Афганистанран кăларассине йышăннă.
Çак вăхăтран февраль уйăхĕн 15-мĕшне Афган вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнмалли кун пек йышăннă. Ăна хăй вăхăтĕнче Совет Союзне кĕнĕ республикăсенче патшалăх шайĕнче паллă тăваççĕ.
Вунă çул тăршшĕ пынă вăрçă 15 пин ытла совет салтакĕн пурнăçне татнă. Пушкăртстан Республикинчен Афганистана 10 пин ытла салтака ăсатнă. Вĕсенчен 343-шĕ ĕмĕрлĕхе куç хупнă, улттăшĕ хыпарсăр çухалнă, 2500 çар çынни сусăрланнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: