Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Нарӑсӑн 2021, 12:29

Çирĕп сывлăх, ăнăçу сире, Вера Николаевна!

Кăшăлвирус пандемийĕ медицина сферинче тăрăшакансен ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ те яваплă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Шăпах вĕсем чи пĕрремĕшсем пулса COVID-19 вируспа хире-хирĕç тăрса кĕрешрĕç. Шурă халатлă ĕçченсен тивлечĕпе çеç халăх пысăк йышпа чирлессинчен, инфекци анлă сарăлассинчен сыхланса юлтăмăр.

Пандеми вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă, ялан малти ретре пулнă çынсенчен пĕри - Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕн фельдшерĕ Вера Николаевна Емельянова. Вăл сывлăх сыхлав сферинче 40 çул ытла вăй хурать. Фельдшер профессийĕнче вăй-хал енчен çеç мар, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕпе те çирĕп çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Ял фельдшерĕн чир епле хăвăртлăхпа аталанма пултарассине те, пациент хăйне епле туйнине витĕр курма та, вăхăтлă пулăшу пама та, хăйне хăй алăра тытма та пĕлмелле. Çавăнпа та кун пек ĕçре кашни çын тытăнса тăраймасть. Сывлăх хуралĕнче хăйсен профессине чăннипех те юратакан хастар çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Вера Николаевна вара хăй пурнăçне медицинăпа çыхăнтарса пĕрре те йăнăшман.
В.Н.Емельянова - питĕ ырă кăмăллă çын. Вăл кашни пациентпах тÿсĕмлĕ пулма, вĕсемпе ăшшăн калаçма тăрăшать. Шурă халатлă çын ыттисемшĕн пирĕшти евĕрех, вăл талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чирлĕ çынсене пулăшма васкать. Нихăçан та турткалашса тăмасть. Хуньяма, аннепе атте, ачасем, мăнуксем (вĕсен прописки хулара пулсан та) чирленĕ чух хам та унран пĕр хутчен çеç мар пулăшу ыйтнă. Тухтăр пекех Вера Николаевна яланах тĕрĕс диагноз лартать. Вăлах манăн мăшăра та вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Уншăн ăна çĕре çити пуç таятăп.
Çтерлĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Анвар Абдрафиков та Вера Николаевна хăй ĕçне тĕплĕн, яваплăха туйса пурнăçланине асăрхаман мар. Çав сăлтавпах вăл вырăнти медицина ĕçченĕн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе палăртма, тав тума шутланă. Кăçалхи январь уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Çтерлĕ районĕнчи Ырлӑх çулталăкĕн витĕмĕпе Усăллă ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине В.Н. Емельянована чыслассипе çыхăннă чаплă мероприяти иртрĕ. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Юрис Вахитов Вера Николаевнăна Çтерлĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тата Усăллă ял Канашĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, йывăр та пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Çавăн пекех ял çыннисем те, ял Канаш депутачĕ Вячеслав Степанов та фельдшер ячĕпе сахал мар ăшă сăмах каларĕç. Усăллă ял библиотекин хастарĕсем хăйсен юратнă фельдшерне сума суса концерт программи тата чей ĕçессине йĕркелерĕç.
Эпĕ ял фельдшерĕн, Мария Семеновна Андрееван (вăл Усăллăра медицина пĕлĕвĕ илнĕ хĕрарăмсенчен пĕри пулнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ялта фельдшер пулса ĕçлерĕ, хăй хыççăн эстафетăна Вера Николаевнăна парса хăварчĕ) хĕрĕ пулнă май, ял тухтăрĕ çине епле пысăк яваплăх тиенни çинчен питĕ лайăх ăнланатăп. Çавăнпа та ăна çак çăмăл мар ĕçре хавхалануллă кăмăл-туйăм, малашлăха çирĕппĕн утма сĕнетĕп. Вăл тунă ырă та пархатарлă ĕç ырăпах таврăнтăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр сире, Вера Николаевна!
Ольга ПАТРАЕВА, библиотека ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.
Читайте нас: