Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Нарӑсӑн 2021, 12:20

Раççей Империйĕн пĕрремĕш халăх çыравĕ

Ĕпхÿ кĕпĕрни 1865 çулта Эрĕнпур кĕпĕрни пайланнипе пулса кайнă. Унăн йышне Пелепей‚ Бирск‚ Златоуст‚ Мензелинск‚ Çтерлĕ тата Ĕпхÿ уесĕсем кĕнĕ. Кĕпĕрнен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 122011‚3 тăваткал метрпа танлашнă.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче паллă вырăс географĕ тата статистикĕ П.П. Семенов-Тян-Шанский Раççейре халăх çыравĕ ирттерме сĕннĕ. Çак шухăша патша правительстви ырласа йышăннă. Пĕрремĕш пĕтĕмĕшле халăх çыравĕ 1897 çулхи январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе килĕшÿллĕн февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче) ыйтăм мелĕпе иртнĕ.
Çырав листи 14 ыйтуран тăнă: ят‚ кил-йыш лару-тăрăвĕ‚ хуçалăх пуçлăхне хак пани‚ арлăх‚ çул ÿсĕмĕ‚ сослови‚ тĕн‚ çуралнă вырăн‚ тăван чĕлхе‚ пĕлÿлĕх‚ ăçта ĕçлени‚ ÿт-пÿ çитменлĕхĕсем. Çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмĕшле «Пĕрремĕш Раççей империйĕн халăх çыравĕ» ятпа 89 томра (119 кĕнеке) пичетлесе кăларнă. Ĕпхÿ кĕпĕрнипе çыхăннă çырав материалĕсем икĕ кĕнекере кун çути курнă.
Çырав кăтартăвĕсем тăрăх‚ пĕтĕмĕшле халăх йышĕ 2 млн та 196 пин те 942 çынпа танлашнă. Вĕсенчен 4‚88% - хула çыннисем. Ĕпхÿ кĕпĕрни Раççейре халăх йышлă пурăнаканнисенчен пĕри шутланнă. Пысăк хуласен шутне Ĕпхÿ (49 275 çын)‚ Златоуст (20 502) тата Çтерлĕ (15 550) кĕнĕ. Кĕпĕрнере 18 чĕлхе представителĕсем пурăннă. Чи пысăк халăхсен шутне пушкăртсем - 899 пин те 910 çын (40‚98%) кĕнĕ. «Вырăссем иккĕмĕш вырăн (37‚97%) йышăнаççĕ» тенĕ статистиксем. Вĕсен шучĕ 834 пин те 135 çынпа танлашнă.
Виççĕмĕш вырăнта тутарсем 8‚41% (184 пин те 817 çын) пулнă. Марисем - 3‚69%‚ чăвашсем - 2‚76%‚ мордва - 1‚69%‚ удмуртсем - 1‚02% .
Çакна та палăртса хăвармалла‚ кĕпĕрнере пурăнакан халăхсен 1‚82% (39 пин те 955 çын) тептер чĕлхи тăван чĕлхе тесе палăртнă. Тептерсем - XVII-XX ĕмĕрсен пуçламăшĕнче Пушкăртстанра пурăннă социаллă ушкăн. Вĕсем припуск договорĕпе килĕшÿллĕн пушкăртри улпутсен çĕрĕсем çинче пурăнакан çынсенчен йĕркеленнĕ. Чăн малтан вĕсен шутĕнче вотчина правине туртса илнĕ пушкăртсем‚ унтан Вăтам Атăлтан куçса килнĕ марисемпе мордвасем‚ тутарсемпе чăвашсем‚ удмуртсем пулнă.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче тептерсен пĕр пайĕ (ытларах пушкăрт тата тутар халăхĕсем) хăйсен пĕрешкел пĕрлехне йĕркеленĕ. Çакна 1917 çулта ял хуçалăх çыравĕн материалĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем унта хăйсене тептер халăхĕ тесе палăртнă пулнă. Каярахри çыравсенче тептерсене пушкăртсемпе тутарсен йышне кĕртнĕ.
1897 çулхи çыравра 20 957 çын мишер чĕлхи тăван чĕлхе тесе çыртарнă. Мишерсем - XVI-XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи тĕрĕк этносĕ ушкăнĕнчи халăх. Вĕсем Пушкăртстан территорине Раççей Хусан ханствине çĕнсе илнĕ хыççăн тарçă çыннисем вырăнне килнĕ. Тутар АССРĕ йĕркеленсе кайсан вĕсене тутар халăхĕн йышне кĕртнĕ. Совет вăхăтĕнчи çыравсенче вĕсене тутарсем тесе çыртарнă.
Çыравра палăртнă тăрăх‚ ытти чĕлхе представителĕсен йышĕ 5 пин çынран иртмен: украинсем‚ латышсем‚ нимĕçсем‚ поляксем‚ еврейсем‚ эстонсем‚ белоруссем тата ыттисем.
Ыйтса пĕлнисенчен 2070 çын туркмен чĕлхи тăван чĕлхе тесе пĕлтернĕ‚ 521 çын - турккă чĕлхи. Турккă чĕлхине илес пулсан‚ ку паянхи турккă чĕлхи пулманнине‚ тĕрĕк чĕлхи пулнине палăртса хăвармалла. Мĕншĕн тесен революцичченхи этнографи наукинче «турккă» сăмах вырăнне «тĕрĕк» тесе çырнă.
Çапла майпа 1897 çулта иртнĕ Раççей империйĕнчи пĕрремĕш халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх‚ Ĕпхÿ кĕпĕрнинче XX ĕмĕрте пулса иртнĕ этнографипе демографи процесĕсем тĕпчев ĕçĕнче пысăк интерес çуратаççĕ. Вĕсем хăйсен пĕлтерĕшне Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ умĕн те çухатман.
Азат ЯРМУЛЛИН‚
ПР Наци архив уйрăмĕн ертÿçи.
Читайте нас: