Пур хыпар та
Общие статьи
10 Нарӑсӑн 2021, 12:32

Республикăра тăван чĕлхепе литература олимпиадисем иртрĕç

Пушкăртстан Республикинче пушкăрт чĕлхипе литературин регионсем хушшинчи тата 8-11 классенче тăван чĕлхепе литературăн (тутар, чăваш, мари, удмурт чĕлхисемпе) республика олимпиадисем иртрĕç.

Ытти çулсенче ăна ПР Вĕрентÿ министерстви вĕренекенсене пĕр çĕре пухса йĕркелетчĕ, хальхинче кăшăлвирус пандемине пула «Тăван чĕлхе тĕнчинче» портал-новигаторта онлайн мелĕпе ирттернĕ. Тăван чĕлхесен олимпиадине Пушкăртстан Республикинчи вĕрентÿ заведенийĕсенчи 292 вĕренекен - 189 тутар, 46 чăваш, 39 мари, 18 удмурт - хутшăннă. Ачасен пултарулăхне шкулта мĕнле программăпа вĕрентнине шута илсе хак панă.
Республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче вырăс программине пăхăнакан шкулсенчи пĕлÿ учрежденийĕсем хушшинче Мияки районĕнчи Еспуç, Çĕнĕ Хурамал, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл, Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ шкулĕсенчи ачасем малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Тăван чĕлхепе вĕрентекен программăна суйласа илнĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен хушшинче Авăркас районĕнчи Меселпуç, Çĕньял шкулĕсенчи вĕренекенсем мала тухнă.
Тăван чĕлхесемпе иртнĕ республика олимпиадинче 92 ача парнеллĕ вырăна çĕнсе илнĕ. Олимпиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсене пурне те ăшшăн саламласа малалла та çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Редакцирен. Олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе вулакансене тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче паллаштарăпăр.
Сăн ÿкерчĕкре Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнче 9 класра вĕренекен Светлана Кириллова. Вăл хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна вĕренÿре хавхалантарса пыраканĕ Л.Н. Павлова вĕрентекен.