Павловка тата Кривле-Илюшке ялĕсенчи вăтам шкул ачисемпе вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем флешмоба туслăн хутшăннă. Вĕсем наци тумне кăтартассине йĕркеленĕ. Куракансен умне ача-пăча, качча каякан хĕр, качча тухнă хĕрарăм тумĕсене, хальхи вăхăтри сцена çине тухмалли тата чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ ĕç костюмĕсем тăратнă.
Флешмоба «Хĕрхенÿ свидетелĕ» («Свидетель Милосердия») ыр кăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн ертÿçи Лилия Михайлова та хутшăннă. Вăл мероприяти тăван халăх историйĕпе культурине сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
- Кашни çыннăн хăй халăхĕн еткерĕнчен пултарулăх вăй-хăвачĕ илме май пур. Иртнĕ ĕмĕрсенчи хаклăхсене паянхи пуянлăха çавăрса малашлăха утăм тумалли вăй-хăват вырăнне усă курма пулать. Иртнине алла илни - çĕнĕ наци культурине аталантармалли, вăйлă та пултаруллă ăру çитĕнтермелли тĕп никĕс шутланать. Чăваш халăх культури, чĕлхи, фольклорĕ хăйĕн пуянлăхĕпе тата тĕрлĕ енлĕхĕпе тĕлĕнтерет, чăваш халăхĕ ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе, ăсĕпе уйрăлса тăрать. Чăваш ялĕсене килсен эпĕ яланах хавас та хавхалануллă кăмăл-туйăмпа, «манăн юратнă чăвашсем, сиртен уйрăлса каяс килмест» текен сăмахсемпе каятăп, - тенĕ Лилия Михайлова.
Павловкăри вăтам шкулта пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçлекен Елена Егорова шучĕпе, Тăван чĕлхе кунĕ вăл - тăван чĕлхесене асра тытмалли кун. «Хамăр халăх еткерне çухатас мар, ăна ăруран ăрăва хăварас тесен тăван чĕлхене пĕлмеллех. Чăвашла юрăсем юрламалла, ташламалла. Тăван чĕлхепе, культурăпа çыхăннă передачăсем пăхмалла», - палăртнă вĕрентекен.
- Наци костюмĕсене пуçтарнă май эпир çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Хĕрарăм тумĕ темиçе пайран тăрать. Чăваш хĕрарăмĕ сурпан сырнă. Ăна тĕрĕс çыхма вĕрентĕмĕр. Сурпан çинчен хушпу тăхăннă. Çапла наци тумĕ урлă эпир хамăр историе пĕлетпĕр, мĕн пĕлнине ачасене вĕрентетпĕр, - паллаштарнă хăйсен ĕçĕпе Павловка культура çурчĕн ĕçченĕ Ирина Игнатьева.
Павловка шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулса ĕçлекен Галина Егорова шучĕпе ун пек уявсем ирттерни пĕрлештерет, тăван чĕлхе пурнăçра епле витĕм кÿни пирки шухăшлаттарать.
- Пирĕн клуб ертÿçи чăваш хĕрарăм тумĕн пур пайĕсене те пуçтарчĕ. Кунта авалхи тум та, уявсенче тăхăнмаллисем те, халăх тумĕ евĕр çĕлетнĕ сцена çине тухмалли костюмсем те пур. Хĕр ачасен, арçын ачасен, хĕрсемпе хĕрарăмсен тумĕсем. Нумайăшĕ - Надежда Васильевна Алексееван пуххинчен. Вăл авалхи чăваш тумĕн пайĕсене пуçтарассипе ĕçлет. Хăй те вĕсене нумай хатĕрлет: çĕлет, тĕрлет. Ача-пăча костюмĕсенчен чылайăшĕ Елена Федоровна Егорова алли урлă иртнĕ. Вăл ташă тата сцена çине тухмалли костюмсем хатĕрлет. Чăваш халăх тумне эрешсемпе тата тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Ĕлĕкхи, чăвашсен хăйсен çырулăхĕ пулман вăхăтри, хĕрарăмсемпе арçынсен кĕписем çинче руна çырăвĕн йĕрĕсене тупма пулать.
Пирĕн шкулта флешмоб иртрĕ. Ачасем тăван чĕлхепе сăвăсем вуларĕç. Ахальтен мар «чĕлхе сывă чухне халăхĕ те сывă» тесе калаççĕ пулĕ. Çакăн йышши мероприятисене çитĕнекен ăру хăй чĕлхине, тымарĕсене, историпе йăли-йĕркине пĕлтĕр тесе ирттеретпĕр. Хамăр мĕн пĕлнине ачасене парса хăварма тăрăшатпăр, - тенĕ Галина Егорова.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Куюргазă районĕ,
Павловка, Кривле-Илюшке ялĕсем.