Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
24 Нарӑсӑн 2021, 13:22

Чăвашла видео ÿкеретпĕр

Пишпÿлек районĕнче пурăнакансенчен 35% чăвашсем шутланаççĕ. Районти Тĕп библиотека Пушкăртстанри чăвашсемпе ĕçлекен базăллă библиотека шутланать. Вăл 20 муниципаллă районти тата 4 хула библиотекине практикăпа методика пулăшăвĕ парать, чăваш халăхĕ хушшинче наци кĕнекипе ĕçлемелли тухăçлă мелпе меслетсене шыраса тупать.

Чăваш чĕлхине, наци йăли-йĕркисене, культурине аталантарас, сыхласа хăварас тĕллевпе библиотека ĕçченĕсем ял вулавăшĕсем валли çĕнĕ юхăм - Пушкăртстан территоринче чăваш ачисемпе çамрăкĕсем валли блогер пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ. Кăмăл тăвакансем блогер ăсталăхне алла илме, студи членĕ пулма пултараççĕ.
«Чăвашла видео ÿкеретпĕр» блогер юхăмне йĕркелесе, аталантарса яни асăннă проектăн пайти пулĕ. Кăсăк та хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ мероприятисем ачасемпе яшсене чăваш чĕлхипе интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ видеороликсене ÿкерме явăçтарĕç. Çак ĕç подписчиксене чăваш культурипе, историпе интереслентерме тивĕç. Социаллă сетьсенче анлă сарăлакан витĕмлĕ те кĕске видеосем çынсене килĕшмелле. Студи хăйĕн ĕçĕнче чăваш чĕлхине лайăх пĕлмен çынсене те шута илĕ. Кунта ачасем хăйсен ялĕнчи наци костюмĕсем, уявсем, йăла-йĕркесем пирки ансат та ăнланмалла пĕлÿ паракан видеороликсем ÿкерĕç. Унтан вĕсене йĕркеленĕ аккаунтра социаллă сетьсене лартĕç. Библиотекăн сайтĕнче «Марафон событий сектора по работе с чувашским населением» блог-уйрăм пулĕ. Пирĕн блогра Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсен чĕлхине, культурине, йăли-йĕркисене уçса паракан информаци çеç пулĕ. Ӳкернине компьютерпа усă курса видеомонтаж тума май пурри ачасене чăн-чăн видеофильмсем тума ирĕк парĕ. Кайран хăйсен пултарулăхне çынсем хак панине те курма май пур. Проект шайĕнчи студи программи 8 уйăха тăсăлĕ тата тÿлевсĕр пулĕ. Малашне çак юхăмпа йĕркеленĕ ĕç кашни çулах иртĕ.
Занятисем апрель уйăхĕнче пуçланса октябрь уйăхĕччен пырĕç. Проектра республикипе паллă блогерпа тĕлпулу йĕркелессине те шута илнĕ. Вăл видео ÿкерессин (съемка) вăрттăнлăхĕсене уçса парĕ: блогерсен тĕп хăнăхăвĕсене, сцена калаçăвне, актер ăсталăхне, видеосъемка, монтаж, интернет передачăна çыртарни тата ыт. те. Çавăн хыççăн пуçламăш блогерсем видеосем ÿкерме централизациленĕ библиотека системин блогĕнче тата социаллă сетьсенче вырнаçтарма тытăнĕç. Вĕсен патне республикăн ытти хули-ялĕсенчи ачасем те хутшăнĕç. Халăх фольклорĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă видеосене аслисем те ярса пама пултараççĕ. Чи кирли - вĕсем чăвашла пулни. Эрнесерен блога çĕнĕ роликсем лартса тăрĕç. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ республика шайĕнчи çамрăк видеоблогерсен конкурсĕпе вĕçленĕ. Ун валли чăвашла видеоролик хатĕрлесе YouTube сайтне е социаллă сетьсенче (Instagram, ВКонтакте тата ыттисенче те) #Снимаем#начувашскомязыке хэштегпа вырнаçтармалла пулĕ. Лайăх ĕçсене парне парса хавхалантарĕç.
Проекта ПР Граждан обществине пулăшу кÿрекен фонд тăрăшнипе йĕркелеççĕ. Асăннă пуçару субсиди евĕр парăнакан Пушкăрстанри халăхсен чĕлхисене аталантармалли, сыхласа хăвармалли Пушкăрстан Республикин пуçлăхĕн грантне илме тăратнă конкурсăн çĕнтерÿçисенчен пĕри пулнă.
Наталья ТАРАСОВА,
ПР чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăмăн заведующийĕ.
Читайте нас: