Тивĕçлĕ канăва кайсан тин чылай çыншăн хăйне тимлĕх уйăрмалли вăхăт çитет. Анчах та ÿсĕм хăй çинчен астутарсах тăнипе пушă вăхăта сывлăха сиплессине халаллама тивет. Ахальтен мар ĕнтĕ çурçĕр утти (скандинавская ходьба) тивĕçлĕ канури çынсем хушшинче анлă сарăлнă. Мĕншĕн тесен вăл пĕр вăхăтрах кăмăллă та усăллă спорт тĕсĕ шутланать: уçăлса çÿрени тата физкультурăпа туслашни.