Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
24 Нарӑсӑн 2021, 13:31

Володя Яковлев ĕмĕрех асра

Тăван Çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнса ирттермелли куна ăнсăртран суйламан. Шăп çав кун, 1989 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсен юлашки колонни Афганистан территорийĕнчен тухса кайнă. Çакă Совет Союзĕшĕн вунă çула яхăн тăсăлнă тата 15 пин совет çыннисен пурнăçне татнă Афган вăрçи вĕçленнине пĕлтернĕ. 2010 çулта интернационалист-салтаксене асăнмалли кун официаллă статус йышăннă.

Пирĕн Пишпÿлек районĕнчен те чылай çамрăк Афган вăрçине хутшăннă. Питĕ шел те, вăрçă çухатусăр пулмасть. Виçĕ çамрăк - Володя Исаев, Марсель Кашапов тата Вишневка ялĕнче çуралса ÿснĕ Володя Яковлев - интернационаллă тивĕçĕсене пурнăçланă май паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă салтаксене тăван тăрăхĕсенче манмаççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хушăлка вăтам шкулĕнче кашни çулах интернационалист-салтаксене, çак шкулта вĕреннĕ Володя Яковлева асăнса митинг иртет. Мероприятие Пишпÿлек район çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, Володьăн тăванĕсем, Афганистан вăрçинче пулнă салтаксем хутшăнаççĕ.
Володя Яковлев ячĕ - Хушăлка шкулĕнче вĕренекен кашни ачашăнах сăваплă ят, ырă тĕслĕх. 1986 çултанпа шкулта унăн ячĕпе хисепленекен отряд та пур. Асăннă ята чи пултаруллă класа çеç параççĕ. Кăçал Володя Яковлев ячĕллĕ отрядра вĕренекенсем 11-мĕш класс пĕтереççĕ. Пулас выпусниксем афган салтакĕн пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен литературӑпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. Чаплӑ лару-тӑрура В.Яковлев ятне 5-мӗш класс вӗренекенĕсем тивĕçрĕç. Митинг пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Володя Яковлевӑн вил тӑприйĕ ҫине чечек кăшăлĕсем хунипе вĕçленчĕ.
Володя спортпа питĕ туслă пулнă. Йĕлтĕрпе ăмăртас, волейбол выляс енĕпе ăна çитекен пулман. Çавăнпа та пирĕн шкулта çак кун районти спорт ăмăртăвĕсене ирттересси те (йĕлтĕрпе чупасси, волейбол вылясси, пневматикăллă винтовкăран пересси) йăлана кĕнĕ. Кӑҫал спорт ӑмӑртăвне хутшӑнакансем Сухоречка, Çирĕклĕ, Михайловка тата Хушăлка ялӗсенчи спортсменсем пулчӗҫ.
Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр паттăрлăх кăтартнă салтаксене эпир нихăçан та манмăпăр!
Ираида СТЕПАНОВА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: