Пелепей тăрăхĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕн фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ Зоя Иванова сахал мар ырă сăмаха тивĕçнĕ. Ял çыннисем вара хăйсемпе юнашар питĕ тимлĕ медицина ĕçченĕ пулнишĕн тем пекех савăнаççĕ.
39 çул хушшинче Зоя Маркеловна нумай çынна медицина пулăшăвĕ панă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Эпир, ял çыннисем, ăна ырă канашĕсемшĕн, ăшă сăмахĕсемшĕн тав тăватпăр. Ялта пурăнакан кашни çынах ун патне пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ пулăшу ыйтма кайнă. Вăл нихăçан та вăхăт çук тесе каламан. Вăхăчĕ вара ял фельдшерĕн пулман та ĕнтĕ. Тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ çын патне вăл талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тухса утатчĕ. Канмалли кун е отпуск вăхăчĕ тесе тăман. Уншăн чи хакли - çынна вăхăтлă пулăшу парасси. Хăй ĕçленĕ чухне вăл виçĕ яла тимлесе тăратчĕ. Вĕсен хушши сахал мар, уйрăмах çул начар вăхăтра унта çитме самаях чăрмавлă.
Васкавлă пулăшу сумкине хулпуççи çине çакнă ырă кăмăллă та илемлĕ, яланах тирпейлĕ çÿрекен хĕрарăма юратман, хисеплемен çын çук та пулĕ. Пациентсем ун патне килсен хăйсене мĕн пăшăрхантарнине чунĕсене уçса калаçнă, кирлĕ канашсем ыйтнă, эмелсене епле ĕçмелли çинчен ăнлантарса панине итленĕ. Çавăнпа Зоя Маркеловна çынсемшĕн хăйне майлă психолог пекехчĕ. Ку сиплев ĕçĕнче чи пĕлтерĕшли тесен те йăнăш мар.
Сименкке ял хутлăхĕнче пурăнакан кашни çын ятĕнчен Зоя Маркеловнăна пархатарлă та çăмăл мар ĕçĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Тайма пуç сире, ачаш аллăрсемпе ăшă сăмахăрсемшĕн, ырă чĕреллĕ пулнăшăн.
Татьяна САВЕЛЬЕВА,
Кивĕ Сименкке культура
çурчĕн ĕçченĕ.
Пелепей районĕ.